Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аталану çулĕпе çирĕп утăмпа

Аталану çулĕпе çирĕп утăмпа

Вăхăт шыв юххи пек, ытла хăвăрт иртет мар-и? Çĕршыв саланнă тапхăрти йывăр вăхăтра Кавал, Кивĕ Эйпеç тата Питтĕпел ялĕсенче пурăнакансем пĕр шухăшлă пулса «Комбайн» хуçалăх йĕркеленĕренпе кăçалхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче чĕрĕк ĕмĕр çитет. Малтанхи çулсенчен тытăнсах ура çине çирĕп ярса пуснă ял хуçалăх предприятийĕ умри йывăрлăх-пăтăрмахсене çĕнтерсе çирĕп утăмсемпе малалла аталанать. 2018 çулхи производствăпа экономика кăтартăвĕсем те çакна уçăмлăн çирĕплетсе параççĕ.

Гурий Федоров председатель тухса калаçнинче – анлă та тĕплĕ докладра чи пĕлтерĕшли тĕрлĕ отрасльсен ĕç кăтартăвĕсемпе экономика тĕкĕрĕ – таса тупăш пайне тата рентабельлĕх шайне палăртни пулчĕ. Тĕп пуянлăхпа – ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕр лаптăкĕсемпе туллин усă курма пултарнăран ытти çулсенчи пекех, отчетлă тапхăрта та кунти уй-хирсенче тухăçлă тыр-пул çитĕннĕ. Ăна, 1 гектар пуçне шутласан, вăтам шутпа 31 центнера яхăн пухса кĕртнĕ. Фермăсенчи ĕне выльăха хĕл кунĕсенче тăрантарас тĕллевпе акса çитĕнтернĕ пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăкран пахалăхлă апат хывса хăварнă. Ÿсен-тăран культурисем тухăçлă çитĕннин тĕп вăрттăнлăхĕ, паллах, уй-хирти кашни ĕçе пĕлсе тата кăлтăксăр йĕркелесе пынинче. Çур аки ĕçĕсене чи кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçласа хăварнă. Ахальтен мар районти хуçалăхсем хушшинче çак енĕпе сарăлнă ĕçлĕ ăмăртура «Комбайн» производство кооперативĕ пĕрремĕш вырăна йышăнса Диплом, ĕç ăмăртăвĕн куçса çÿрекен кубокне тата хаклă парнене илме тивĕçлĕ пулнă.

Ял хуçалăх предприятийĕшĕн тĕш тырă тата нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕсене туса илессипе тата ăна сутассипе ятарласа ĕçлекен хуçалăх ятне тивĕçни те – пысăк чыс. Патшалăх шайĕнче палăртакан ку чухнехи çирĕп йĕркесене пурнăçлама, вăрлăх туянас кăмăллă ял хуçалăх организацийĕсен шанăçне тивĕçлипе тÿрре кăларма, пĕр енчен илсен, çăмăлах та мар. Апла пулин те 20 çул каяллах суйласа илнĕ çул-йĕртен ĕнтĕ тинех пăрăнма шутламаççĕ. Мĕншĕн тесен çак тапхăрта вĕсен хăйсене тĕрĕслеме, ку енĕпе тухăçлă вăй хума пĕтĕм условие йĕркелесе çитерме вăхăчĕ çителĕклех пулнă. Сутмалли вăрлăхлăх тырра йĕркене пăхăнса алласа тасатас тата ăна упрас тĕлĕшпе хальхи йышши оборудовани чылай туяннă, çĕнĕ объектсене ĕçе кĕртнĕ. Кооператив республикăри, урăх регионсенчи ытти ял хуçалăх организацийĕсене кашни çул 900 тоннăран кая мар вăрлăх сутать. Çапла майпа хуçалăх енчĕкĕ сумлă укçа-тенкĕпе пуянланать.

Вăрлăх туса илессипе тата ăна сутассипе ятарласа ĕçлекен хуçалăхăн пуриншĕн те тĕслĕх пулмалла, çĕр ĕç культурисене çитĕнтерессипе вĕсен ыттисенчен каярах пулма ирĕк те çук. Çакна тĕпе хурса чи пысăк репродукцири – ПР-1, ПР-2, ПР-3, РМС йышши вăрлăхсемпе кашни çул анлăн усă кураççĕ. Кăçал та супер элита репродукцири çурхи тулă /«Экада-109» тата «Ульяновская-100»/, урпа /«Владимир»/, сĕлĕ /«Адамо»/, элита репродукцири люцерна, нумай çул ÿсекен курăксен /«Овсянница», «Сарга»/ вăрлăхĕсене туянма палăртнă.

Ытарайми çĕр-аннемĕрпе тан пысăк хисепе тивĕçлĕ хуçалăхри ĕçченсем. Председатель уйри пуянлăха алла илессишĕн тÿрĕ кăмăлпа тимленĕ Владимир Анисимов, Валерий Андреев, Вячеслав Капламов комбайнерсене тав турĕ. Комбайнсем патĕнчен йĕтеме тырă турттарнă водительсем: Алексей Васильев, Николай Алексеевич Головин, Николай Михайлович Головин, Анатолий Хардов, Александр Никифоров, Александр Григорьев, Сергей Пыркин та ырă ятлă.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлекенсем те палăртнă тĕллевсене пурнăçлассишĕн ырми-канми вăй хураççĕ. Отчетлă тапхăрта выльăхсен шутне сыхласа хăварасси, вĕсене тăрантарассине зоотехника нормисемпе килĕшÿллĕн йĕркелесси, çак никĕс çинче продукци туса илессине ÿстерсе пырасси кооператив правленийĕ умĕнче тăракан тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнă.
Иртнĕ çул усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 82 центнер аш-какай, 790 центнер сĕт туса илнĕ. Çулталăкра кашни ĕнерен 6050 килограмм сĕт сунă. Районĕпе сăвăнакан ĕнесен хисепне ÿстерме палăртса Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерствипе Елчĕк район администрацийĕ хушшинче çирĕплетнĕ килĕшĕве пурнăçласа сăвăнакан ĕнесен хисепне май пур таран ÿстернĕ. Çакна кура, 2017 çулхипе танлаштарсан, пĕтĕмпе, кашни ĕнерен продукци туса илесси ÿснĕ. Людмила Соловьева, Надежда Носова, Лариса Головина, Елена Николаевна Григорьева, Елена Юрьевна Григорьева, Антонина Лаврова, Валентина Еремеева дояркăсем хăйсен умне илнĕ тĕллевсене чыслăн пурнăçланипе кăмăллă. Иртнĕ çул кооператив кассине чи нумай укçа сĕт сутнинчен пырса кĕнĕ. Вăл 38 миллион та 103 пин тенкĕ пулнă. Туса илнĕ сĕтĕн тупăшлăхĕ 21 процентпа танлашнă. Уйрăмах сăвăнакан ĕнесен йышне ÿстерни çулталăк тăршшĕпех укçаллă пулма май панине асра тытса сĕт туса илессин технологине çирĕп пăхăнса ĕçлесси, пысăк хака тивĕçекен чи пысăк пахалăхлă продукци туса илесси пирки Гурий Федоров уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Тишкерÿллĕ куçпа хаклас пулсан, 2018 çулта пĕтĕмпе /21357 центнер/ туса илнĕ сĕтĕн 2,5 проценчĕ /47 тонна/ техника регламенчĕпе килĕшÿллĕн палăртакан чи пысăк сорта тивĕçейменрен хуçалăх кассине 413 пин тенкĕ сахалрах пырса кĕнĕ. Алла мĕн чухлĕ шалу кĕресси вара ĕç тухăçлăхĕнчен, пĕтĕмĕшле тупăшсенчен килет. Çакна коллективри кашни çын ăнланма тивĕçлĕ. Аш-какай туса илессинчи хăш-пĕр шăйрăксене хуçалăх правленийĕпе зооветспециалистсем тивĕçлипе йышăнаççĕ, çитменлĕхсенчен хăтăлмалли майсене палăртаççĕ.

Апла пулин те ĕçе кÿлĕннĕ, хастарлăхпа палăракан Владимир Перцев, Алевтина Перцева, Людмила Перцева, Надежда Трифонова, Ирина Абрамова /пĕрремĕш бригада/, Алина Теллина, Валентина Смирнова, Ирина Павлова /виççĕмĕш бригада/ пăру пăхакансем, Антонина Панкратова, Геннадий Катмаков /иккĕмĕш бригада/ сысна пăхакансем, Евгений Шекеров, Валерий Степанов, Иван Носов, Марат Хуснутдинов, Айдар Хуснутдинов, Фанис Шарафутдинов скотник-кĕтÿçĕсем хуçалăхăн ятлă-сумлă çыннисен шутĕнче.

Ĕçне кура тупăшĕ. Ял хуçалăх производство кооперативĕн 2018 çулхи пĕтĕм укçа-тенкĕ тупăшĕ 95 миллион та 247 пин тенке çитнĕ. Таса тупăш 12 миллион та 552 пин тенкĕпе, рентабельлĕх шайĕ 13,8 процентпа танлашнă.

Отчетлă пуху ĕçне пĕтĕмлетме район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин тата Россельхозцентрăн районти уйрăмĕн ертÿçи Лидия Ишмуратова хутшăнчĕç, район пурнăçĕнчи лару-тăрупа, производство аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕç.

Агрономи, инженери службисем черетлĕ çур акине ирттерме те тĕплĕн хатĕрленнĕ – уй-хирти ĕçсене пурнăçлама мĕн кирли пурте пур. Техника паркĕ пуян. Иртнĕ çул та 13 миллион та 50 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ йышши çĕнĕ техника туяннă.

Малтан та аса илтĕмĕр, 2019 çул ял хуçалăх предприятийĕшĕн юбилей çулталăкĕ пулĕ. Çакна тĕпе хурса уй-хирте, фермăсенче тăрăшакансем хăйсен умне çирĕп тĕллевсем илеççĕ: тивĕçлĕ шайри пахалăхлă, пысăк хака тивĕçекен продукци туса илмелле, тупăшлăха ÿстермелле. Урăхла каласан, пĕрре çĕнсе илнĕ ят-сума çĕре ÿкермелле мар, çирĕп утăмпа малалла аталанмалла.

Юлашкинчен – савăнăçлă самант. 2018 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе мала тухнă кооператив членĕсене «Професси енĕпе чи лайăххи» ятпа, бригадăри, кооперативри «Хисеп хăми» çине кĕме тивĕçлĕ пулнă, акара мала тухнă ĕçченсене, Борис Катмаков сысна пăхакан оператора тивĕçлĕ канăва тухнă ятпа чысларĕç. Пурте укçан премисене тивĕçрĕç.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсенче: «Професси енĕпе чи лайăххи» ята тивĕçнисен ушкăнĕ; отчетлă пухури самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code