Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уяв иртрĕ… Çитесси пирки шутлар

Уяв иртрĕ… Çитесси пирки шутлар

Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ирттернĕ канашлура Акатуйпа çыхăннă пĕтĕмлетÿсем пулчĕç.

Уяв пĕтĕмлетĕвĕпе йĕркелÿ комитечĕн председателĕ – райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый тĕплĕ чарăнса тăчĕ. Вăл тĕрлĕ мероприятисене хатĕрлесе ирттернĕ яваплă организацисен, службăсен ертÿçисене, уйрăм çынсене тав сăмахĕ каларĕ. Вĕсем тăрăшнипех уяв тивĕçлĕ шайра, инкек-синкексĕр иртсе кайнă.

Праçник программи чăннипех пуян пулчĕ. 50 ытла хастар ĕçчене чыслани те мĕне тăрать. Шупашкартан килнĕ юрă-ташă ушкăнĕсем, уйрăм артистсем илеме татах та ÿсĕмлетрĕç.

Акатуйра ака пăттисĕр епле-ха? Мĕн авалтан тĕп атрибут пулнă вăл. Анчах хăш-пĕр «хăна çурчĕсенче» çакна тĕпе хуманни сисĕнчĕ. Халĕччен йĕркелесе пынă ĕçе ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсем çинчен яваплăха сирсе ямалла мар.

Хуçалăхсен ертÿçисем патне тепĕр ÿпкев те пур. Ăмăртăва хутшăннă лашасен шучĕ пирки. Рысаксене шутламасан пурĕ те 5 /!/ ут çеç хутшăнчĕ те. «Прогресс», «Комбайн», «Яманчурино» хуçалăхсемсĕр пуçне ытти çĕрте пĕр ут та тăрса юлман-шим? Пытарма кирлĕ мар, Акатуйри спорт ăмăртăвĕсен тĕп илемĕ – лашасен сĕренĕ. Халăхăн пысăк пайĕ çавсене курма килет мар-и?

Çăмăл атлетсен тупăшăвĕ те çулсерен нумай куракана пуçтарать. Шкул коллективĕсем хастарлăран çапла. Кăçал вĕсем 19 команда таран тăратма пултарнă. Çак йыша ÿстерме ял тăрăхĕсен администрацийĕсене мĕн чăрмантарнă-ши? Иртнĕ çулхи пекех 4 команда çеç вăй виçрĕ вĕсен ушкăнĕнче. Ăмăрту йĕркипе вĕсене «çăмăллăх» та кĕртнĕ: шкул ачисемпе студентсене явăçтарма пултарнă. Апла та…

Уяв иртрĕ. Çитесси пирки паян шутламалла. Хатĕрленмелле…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code