Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ертсе пынипе иртнĕ райадминистраци çумĕнчи административлă комиссин черетлĕ ларăвĕнче «Чăваш Республикинче административлă право йĕркине пăсни çинчен» калакан Чăваш Республикин Саккунĕпе килĕшÿллĕн район прокуратури хăш-пĕр ертÿçĕсен тĕлĕшпе пуçарнă ĕçсене пăхса тухнă.
Кăçалхи хĕл нумай юр çунипе асра юлĕ. Ача-пăчашăн вăл – савăнăç, харпăрлăх хуçисен – пурăнмалли шута кĕмен зданисемпе сооруженисене тытса тăрассишĕн тÿррĕнех яваплă пулса тăракан должноçри çынсен вара тимлĕхе тата ÿстерме тивет. Уйрăмах çын нумай çÿрекен вырăнсенче – вĕренÿ, культура учрежденийĕсем вырнаçнă территорисене, вĕсенчи çурт-йĕрĕн тăрă-çи виттине, шыв юххисене юр-пăртан вăхăтра тасатма ан ĕлкĕрей – явап тытма хатĕрленсе тăр. Ку чухне административлă майпа асăрхаттарнипе анчах хăтăлса та юлаймăн. Палăртнă Саккунăн 10.3 статйин 2 пайĕпе килĕшÿллĕн должноçри çын çине хуракан штраф виçи 5000 тенкĕрен пуçласа 10000 тенке çитме пултарать.
Кашни япалан – хăйĕн йĕрки. Пурăнмалли шута кĕмен зданисемпе сооруженисем çине çурт-йĕрĕн номер паллине тата урам ятне палăртса çырнине вырнаçтарманшăн та явап тыттараççĕ, татах ертÿçĕрен ыйтаççĕ. Малтанхи хутĕнче çакăншăн асăрхаттарма пултараççĕ, иккĕмĕшĕнче штрафлаççĕ. Ку чухне «Чăваш Республикинче административлă право йĕркине пăсни çинчен» калакан Чăваш Республикин Саккунĕн 10.3 статйин 4 пайĕпе килĕшÿллĕн должноçри çынна 2000 тенкĕрен пуçласа 5000 тенкĕ таран штраф параççĕ.
С.АНАТОЛЬЕВА.