Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕнерхи салтаксене манмаççĕ

Ĕнерхи салтаксене манмаççĕ

Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 30 çул çитнине халалласа районти ял тăрăхĕсенче тĕрлĕ мероприяти, спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ.

Тÿскелти культурăпа кану центрĕнче çак паллă куна халалласа пысăк ăмăрту йĕркеленĕ. Унта районти афганецсемсĕр пуçне Муркаш, Патăрьел, Шупашкар, Шăмăршă районĕсенчи воин-интернационалистсем хутшăннă. Уява пуçтарăннисене республикăри «Доблесть» общество организацийĕн председателĕ Владимир Яковлев, ял старости Дмитрий Судаков саламланă. Ĕнерхи салтаксем тĕрлĕ спорт вăййисенче тĕрĕсленнĕ. Вокалпа инструмент ансамблĕ, «Шуçăм» ушкăн уява хутшăннисене илемлĕ кĕвĕ-юрă парнеленĕ.

Аслă Елчĕкре вара Афган тата Чечен вăрçисене хутшăннă ентешсене чысласа хоккей турнирĕ иртнĕ. Хĕрÿ тупăшура пĕрремĕш вырăна Лаш Таяпасем тухнă. Патреккел тата Тăрăм командисем 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code