Январĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 21-мĕшĕччен районта «Снегоход» операци-уйăхлăх пырать.
Ĕçлĕ ушкăн уйăхлăх вăхăтĕнче хăй тĕллĕн çÿрекен 27 машинăна, 3 снегохода тĕрĕсленĕ. Çитменлĕхсене асăрхаса техника хуçисен тĕлĕшĕпе РФ Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 19.22 статйин 1 пайĕпе, 9.3 статйипе протокол хатĕрленĕ. Патшалăх техника тĕрĕслевĕн инспекцине 2 снегохода учета илнĕ, пĕрне учетран кăларнă.
Снегоход хуçисен çула тухнă чухне çакна асра тытмалла: водителĕн хăйĕнпе пĕрле тракторист-машинистăн АI категорири удостоверенийĕ, машинăн паспорчĕ, ăна регистрацилени çинчен документ, суту-илÿ килĕшĕвĕ, снегохода туянни çинчен акт пулмалла, техника хатĕрĕ çинче огнетушитель, медицина аптечки те кирлĕ.
В.МЕКШЕЕВ.