Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сумлă ĕçшĕн – сумлă парне

Сумлă ĕçшĕн – сумлă парне

Çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курнăран ĕçе тухăçлă йĕркелесе пыракан «Победа» ОООри экономика кăтартăвĕсем кашни çул ÿссе пыраççĕ. Отчетлă тапхăрти таса тупăш пайĕ 14809 пин тенкĕпе, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан 1074,7 пин тенкĕпе танлашни çак пысăках та мар ял хуçалăх предприятийĕшĕн, чăннипех, пысăк çитĕнÿ.

Кунта ĕçлекенсем пуян пурăннин тĕп вăрттăнлăхĕ те шăпах – тупăшсен çăл куçне кура вĕсем çулталăк тăршшĕпех алла тивĕçлĕ шалу илме пултарнинче. 2018 çулта производство ĕçне хутшăнакан кашни çыннăн пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи 21997 тенкĕрен кая пулман. Фермăри, уй-хирти ĕçсене пурнăçланă çĕрте чи пысăк кăтартусемпе тимлекенсем ытларах та ĕçлесе илнĕ.

Ял хуçалăх производствине йĕркелесе пырассинче йывăрлăхĕсем сахал мар. Чылай чухне туса илекен продукцин рынокри сутлăх хакĕ çирĕп пулманни – тăтăш улшăнса тăни ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене самай шухăшлаттарать.

– Апла пулин те эпир лару-тăрăва кура пулакан тăкаксене çынсен шучĕпе саплаштарма тăрăшмастпăр. Тивĕçлĕ ĕç укçи палăртатпăр, тăрăшуллă ĕçченсен тĕлĕшпе хавхалантармалли ытти майсемпе те усă куратпăр, – тет сахал яваплă юлташлăх директорĕ Николай Головин.

Ял хуçалăх предприятийĕн енчĕкĕ кашни тенке çирĕп шута хунипе, укçа çумне укçа хушнипе тулли. Чи пысăк хака тивĕçекен паха продукци туса илесси вара – тĕп тĕллев, чĕнсе калани пекех. Ахальтен мар иртнĕ çулхи ял хуçалăх çулталăкне те пысăк тупăшпа вĕçленĕ. Укçа-тенкĕн ытларах пайĕ яланхи пекех сĕт туса илнинчен пырса кĕнĕ: пурĕ – 41 миллион та 485 пин тенкĕ. Унăн 1 центнерне 2035 тенкĕпе сутнă. Сăмах май, отчетлă тапхăрта пурĕ 21598 центнер, пĕр ĕне пуçне шутласан 7854 килограмм сĕт туса илнĕ.

Ÿсен-тăран отраслĕ те кирлĕ шайра аталанать. Тыр-пул тухăçĕ, 1 гектар пуçне шутласан, 30,8 центнерпа танлашнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 530 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Ăна сутнинчен 2 миллион та 110 пин тенкĕ укçа пырса кĕнĕ. Выльăх апачлĕх культурăсем те тухăçлă çитĕннĕ, çапла майпа фермăри йышлă ĕне выльăха тăрантарма кирлĕ таран пахалăхлă апат хывса хăварнă. Çакна кура кунта сăвăнакан ĕнесен продуктивлăхĕ пысăк, самăртма хупнă ушкăнсенчи ĕне выльăх та самăр çитĕнет.

…Пархатарлă ĕçре тăрăшакансене хавхалантарассине пысăк тимлĕх уйăракан ял хуçалăх организацийĕн дирекцийĕ малта пыракансене хальхинче те пăру парнелесси çинчен пĕлтернине пурте алă çупса йышăннă. Иртнĕ çул телейлисен – пăру илме тивĕçлисен йышĕнче сакăр çын пулнă пулсан, кăçал пĕр харăс 10 ĕçчен сумлă парне хуçи пулса тăнă. Хуçалăх производствинче арлă-арăмлă вăй хуракан Козловсем – Владимир тата Галина, Герасимовсем – Николай тата Ольга, Зинаида Свеклова ĕне сăвакан оператор, Алевтина Община пăру пăхакан оператор, механизаторсем – Сергей Козловпа Сергей Елисеев, Галина Трофимова тĕп зоотехник, Алексей Баринов электрик, тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама хутшăнакан Светлана Чермакова, фермăри платник – Владимир Доброхотов пăру хуçисем пулса тăнă.

Алина Яковлева ĕне сăвакан оператор, Раиса Дмитриева пăру пăхакан оператор, Владимир Михайлов оператор, Николай Козлов сварщик, Людмила Емельянова повар, Алена Ермакова учетчица, Анатолий Сорокин, Николай Логинов механизаторсем Хисеп хучĕпе пĕрле хаклă парнесене тивĕçнĕ. Ĕçне кура – хисепĕ…

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code