Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Граждансен пухăвĕсене хутшăннă

Граждансен пухăвĕсене хутшăннă

Юнкун районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвне тишкересси кун йĕркин тĕп теми пулнă. Унсăр пуçне тĕл пулусен вăхăтĕнче Чăваш Енре аналоглă телекуравран цифрăлли çине куçас, коммуналлă хытă каяшсене вырнаçтарас ĕçе йĕркелес, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнас, килти выльăх-чĕрлĕхе усранă чух йĕркене пăхăнас ыйтусене те хускатнă.

Çак кун кăнтăрла 12 сехетре Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне янă Çырăвĕпе паллаштарнă. Çавна май Пĕрлехи информаци кунне хутшăннă халăх тÿрĕ эфирпа çĕршыв ертÿçин Çырăвне те итленĕ.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Елчĕк район прокурорĕ Сергей Фирсов, районти полици пайĕн начальникĕ Алексей Алексеев, райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов Аслă Таяпа ялĕн активĕпе тĕл пулнă, граждансен пухăвне хутшăннă. Пухура чи малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Василиса Сапожникова сăмах илнĕ – иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе доклад туса панă. Ял халăхĕ ертÿçĕсенчен хăйне куллен пăшăрхантаракан ыйтусем çине хуравсем илнĕ. Çивĕччисен шутĕнче ял территорине тасалăхра тытассипе, килти хуçалăхра пухăнакан хытă каяшсене вырнаçтарассипе, çул-йĕре юсассипе çыхăннă тата ытти чылай ыйту пулнă.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алевтина Федорова, райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакансемпе курнăçнă, Кивĕ Эйпеç тата Кушкă шкулĕсенче пулнă. Вĕрентекенсемпе тĕл пулнă май ертÿçĕсем Михаил Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче палăртнă вĕренÿпе çыхăннă темăсене уйрăмах çивĕч çĕкленĕ.

Республикăри клиника больницин тĕп тухтăрĕн çумĕ Елена Иванова Елчĕкри тĕп больницăра пулнă. Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьелĕнчи территори пайĕн начальникĕ Оксана Такмакова тата райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина Таяпа Энтри ялĕнче иртнĕ граждансен пухăвне хутшăннă. Ертÿçĕсемпе тĕл пулнă май халăх харпăр хăй ыйтăвĕсем çине те хуравсем илнĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code