Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хушма тÿлеве тивĕçеймерĕм

Хушма тÿлеве тивĕçеймерĕм

Ял хуçалăх производствинче ĕçленĕ çынсене 2019 çулта 25 процент чухлĕ пенси ÿстерчĕç. Манăн ял хуçалăхĕнчи ĕç стажĕ – 24 çул та 8 уйăх та 20 кун.

«Сельэнерго» предприяти урлă эпĕ хăй вăхăтĕнче колхозра 8 çул электрик пулса ĕçлерĕм. Анчах çав çулсене ял хуçалăх стажне кĕртмен, çакна пула ял хуçалăх стажĕн хушма тÿлевне те тивĕçеймерĕм. Манăн мĕн тумалла?

А.ВАСИЛЬЕВ,
Елчĕк ялĕ.

Ыйту çине РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи клиент службин ертÿçи Зинаида Яковлева хуравлать:

– Ял хуçалăх стажне палăртнă чухне колхозра, совхозра тата ял хуçалăхĕн ытти предприятийĕпе организацийĕнче выльăх-чĕрлĕх пăхнă, ÿсен-тăран çитĕнтернĕ, пулă ĕрчетнĕ çĕрте мĕнле профессипе, специальноçпа вăй хунине шута илеççĕ.

«Сельэнерго» ял хуçалăх тĕлĕшĕпе ĕçлекен предприяти шутланман пирки электрик çак организацире ĕçленĕ тапхăра вăл ял хуçалăх производствинче ĕç тунине çирĕплетсе паракан документсем тăратсан çеç ял хуçалăх стажне кĕртме пулать.

Çакна та пĕлтеретпĕр: ял хуçалăх стажĕ çитмесен ăна тивĕçлĕ çула ĕçлесе çитерме пулать. Ун пек чухне пурнăçлакан ĕçсен калăпăшĕ енĕпе саккун мĕнле-тĕр требовани палăртмасть. Урăхла каласан, должноçсен тата производствăсен списокĕпе пăхса хăварнă тулли мар ĕç йĕркипе пурнăçланă ĕç тапхăрне стажа кĕртме пултараççĕ. Пенси палăртнă хыççăн ял хуçалăх стажне ĕçлесе çитернĕ çынсене заявлени çырса парсан тепĕр уйăхран пенси укçине ÿстерсе параççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code