Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Лару иртнĕ

Лару иртнĕ

Республика кунĕ – Чăваш Ен патшалăхĕн тĕп уявĕ. 1995 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче пуçласа паллă тунă ăна. Унтанпа чăваш халăхĕн чи юратнă уявĕ пулса тăнă.

Правительство çуртĕнче кăçал Республика кунне хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин ертсе пынă.

Республика кунне халалланă тĕп мероприятисене мĕнле хатĕрленни пирки ЧР экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министрĕн çумĕ Л.Ватковский, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Е.Чернова пĕлтернĕ. Леонид Геннадьевич Шупашкарти экономикăн IX форумне, регионсен хушшинчи XXIV «Регионсем – чикĕсĕр хутшăнушăн», фейерверксен Пĕтĕм тĕнчери «Асамат» фестивальне хатĕрленессипе çыхăннă ыйтусене хускатнă. Елена Геннадьевна халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри XXVII «Раççей çăлкуçĕсем», Пĕтĕм Раççейри декораципе хушма искусствин XVII «Руç ăстисем» конкурсне хатĕрленсе тăвакан ĕçсемпе паллаштарнă.

Кăçал Республика кунĕ Улатăр районĕнче те иртĕ. Вырăнти ĕçсем çинчен Улатăр районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Шпилевая видеоконференци мелĕпе каласа кăтартнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, тĕп мероприятисем Кивĕ Эйпеç ял тăрăхĕнче пулĕç. Çавна май кунта хушма ĕç чылай пурнăçлама тивĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code