Республика прокуратури 2018 çулта коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккуна мĕнле пурнăçланине сăнаса тăнипе çыхăннă ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ.
Иртнĕ çул республикăра асăннă саккуна пăснă 3,1 пин ытла тĕслĕхе /2017 çулта – 2,7 пин ытларах/ тăрă шыв çине кăларнă. Çитменлĕхсене пĕтерме 841 протест, 1081 представлени çырнă, должноçри 90 çынна тата юридици тытăмне административлă майпа явап тыттарнă.
Следстви органĕсене ярса панă материалсем тăрăх уголовлă майпа 28 ĕç пуçарнă.