Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сусăр çынсене – тимлĕх

Сусăр çынсене – тимлĕх

Халăха социаллă пулăшу паракан центр коллективĕ хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçлать.

Ятарласа çирĕплетнĕ графикпа килĕшÿллĕн специалистсем тăтăшах вырăнсене тухса çÿреççĕ. Инвалидсен килĕсенче пулса курни, вĕсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ку чухне вĕсене мĕнле мел-йĕркепе пулăшмаллине тата аванрах ăнланса илетĕн.

Инвалид çынсене сыватас тĕлĕшпе патшалăх енчен çирĕплетнĕ тĕллевлĕ программăсем сахал мар. Вĕсене пурне те пурнăçра йывăрлăхсемпе тĕл пулнă çынсене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Центр специалисчĕсем кăçалхи çак вăхăтчен 213 инвалид çынпа тĕл пулнă, 479 тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтернĕ. Вĕсенчен чылайăшне санаторипе курорт сипленĕвĕн, эмелсем туяннă, коммуналлă пулăшу тÿлевĕсемпе татăлнă чухне çăмăллăхпа усă курассин ыйтăвĕсем кăсăклантарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code