Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Общество транспорчĕпе çеç усă курăр

Общество транспорчĕпе çеç усă курăр

Юлашки вăхăтра халăх пассажирсене турттарма ирĕк илмен транспорт хатĕрĕсемпе çула тухнă тĕслĕхсем йышлансах пыраççĕ. Вĕсене граждансем социаллă çыхăнури «BlaBlaCar», «ВКонтакте» тата ытти тĕрлĕ сайтсем урлă тупаççĕ.

Пурнăç çакна кăтартса парать. Халăха турттарма ирĕк илмен, тивĕçлĕ техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларман, чылай чух пассажирсен шутне ÿстерес тĕллевпе хушма ларкăчсем вырнаçтарнă транспорт хатĕрĕсем хăрушсăрлăхпа тивĕçтермеççĕ. Водительсем вара çула тухас умĕн медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмаççĕ, ĕç тата кану режимне пăхăнмаççĕ. Çак сăлтавсене пулах республикăри çул-йĕрсем çинче юлашки вăхăтра хăрушă аварисем чылай пулчĕç.

Граждансене тимлĕ пулма, çула тухнă чух саккунлă общество транспорчĕпе усă курма ыйтатпăр.

А.СЕРГЕЕВ,
ГИБДД инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code