Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Асрах-ха ытарайми вăхăтсем

Асрах-ха ытарайми вăхăтсем

1965 çул пуçламăшĕнче малтан пĕрлештернĕ тăватă района уйăрчĕç. Çапла вара Елчĕк районĕнче КПСС райкомĕн йĕркелÿ конференцийĕ пулса иртрĕ. Çав вăхăтран культура пайĕн заведующийĕ пулма А.Миллина уйăрса лартрĕç. Эпĕ те район ĕçтăвкомĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн культура пайĕн инспекторĕнче ĕçлеме пуçларăм. Тепĕр икĕ çултан Елчĕкри культура çурчĕн директорне лартрĕç.

Малтанах культура пайĕ райбиблиотека çуртĕнче вырнаçнăччĕ. Пĕр кунхине Александр Георгиевич культура çурчĕн, райбиблиотекăн ĕçченĕсене пуçтарса ĕçе мĕнле йĕркелесе ярасси пирки калаçу пуçарчĕ. Малтанах сăмах концертсемпе спектакльсен ĕçне чĕртсе ярасси пирки пычĕ. Мана ялти хĕрсемпе йĕкĕтсен списокне, кам ăçта ĕçленине, пурăннине çырса пачĕç те вĕсемпе курса калаçас тесе Елчĕк тăрăх, колхоз бригадирĕ пек, килрен-киле çÿрерĕм. Хăш кун, хăш вăхăтра пуçтарăнасси пирки калаçса татăлтăм. Çав вăхăтрах пĕр-пĕринпе лайăхрах паллашса çывăхлантăмăр та. Палăртнă кун А.Миллин çамрăксемпе тĕл пулса тĕплĕн те уççăн калаçрĕ. Пĕрисем хор, теприсем драма кружокĕсене кăмăлланине пĕлтерчĕç.

Хор кружокне ачасен музыка шкулĕн директорĕ Илья Семенов ертсе пычĕ. Специалист çуккине кура драма кружокне ертсе пыма райбиблиотекăри Альбина Князевăна /Салабайкина/ шанчĕç. Суфлерĕ те, режиссерĕ те хăех пулнă. Сценăна, декорацине, спектакль содержанине кура, хамăрах йĕркелесе ăсталанă. Вăл çулсенче культура çурчĕ япăхчĕ. Хĕллехи вăхăтра хутсан та ăшăнмастчĕ. Çавăнпа тумтирсемпех репетицисем ирттереттĕмĕр. Сцена пысăкăшĕ те тивĕçтерместчĕ. Çав çитменлĕхсене пулах кĕске спектакльсем, камитсем анчах лартаттăмăр. Çĕнĕ культура çурчĕ пулассине, ăна хута ярассине чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. Çĕннинче чи малтан «Айтар» спектакль лартрăмăр. Тĕп роле – Айтара – Геннадий Мальков тĕлĕнмелле чаплă вылярĕ. Ытти рольсенчи çамрăксем те хăйсен сăнарĕсене ăста вылярĕç. Вĕсене аса илсен такмак йĕркисем пуçа килеççĕ: «Эпир халĕ артист мар, артистран та кая мар…». Çапла вара пирĕн пĕрремĕш спектакль ăнăçлă иртрĕ. Елчĕк халăхĕ умĕнче ырă ят илнипе коллективра хавхалану çуралчĕ. Çакăн хыççăн çамрăксем драма кружокне çырăнса сцена çине тухас шухăшлисем тата та йышланчĕç.

Пысăкланнă коллективпа анлăрах спектакльсем лартма, Елчĕкри культура çуртĕнче анчах мар, тавра ялсенче те хамăр пултарулăха кăтартма кăмăл турăмăр. Анчах пире тухса çÿреме транспорт çукки ура хуратчĕ. Çапах та эпир, кирек мĕнле лару-тăруран та тухма пулать тесе тĕллев лартнăран, ыйтусене хамăр вăйпах татса параттăмăр. Калăпăр, хăш яла спектакльпе каяс тетпĕр, çав ялти культура çурчĕн заведующийĕпе, унти активистсемпе калаçса татăлаттăмăр, вĕсем вара каç кÿлĕм 2-3 лаша çунипе килсе илетчĕç. Спектакль хыççăн каялла Елчĕке леçетчĕç. Çав меслетпе Кивĕ Эйпеç, Тăрăм, Аслă Елчĕк ялĕсенче пулса унта пурăнакансене хамăр пултарулăхпа тĕлĕнтерсе хăвартăмăр. Лаша çуни çине артистсене те, декорацисене те лартса, тиесе çÿресси питĕ чăрмавлăччĕ. Вăхăт çитсен пирĕн района та автоклуб пачĕç. Вара пирĕн алăсем тăсăлсах кайрĕç темелле. Пĕр кĕрхи каç, шăнтнă-шăнтман вăхăтра, юр та çукаланăччĕ, Хĕрлĕçыр ялне кайма тухсан çул çинче пĕр лачакара путса лартăмăр. Пурте автомашинăна тĕртетпĕр, анчах кăлараймастпăр. Пирĕнтен пĕр 100 метрта улăм хушăкĕ куртăмăр. Сухаланă хура пусă урлă кайса улăм çĕклесе килсе машина айне пăрахса аран-аран тĕртсе кăларса пĕрех çитес çĕре вăхăтра çитсе спектакле пуçларăмăр. Спектакль хыççăн каялла Елчĕке çутăлнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. Çав кунах каçхине Тĕмер ялне тухса кайрăмăр. Никам та нăйкăшман, ÿпкелешсе калаçман. Артистсем районти тĕрлĕ организаци-предприятинче ĕçленĕ-çке. Вăл вăхăтра пирĕн репертуарта чылай пысăк пьесăсемччĕ: «Айтар», «Нарспи», «Кай, кай Ивана», «Судра» тата ытти те.

Вăл çулсенче сăн ÿкерекенсем питĕ сахаллăнччĕ. Эпир сцена çинче спектакль вылянине ытларах район хаçачĕн редакцийĕнче ĕçлекен Николай Григорьевпа Иван Иноходов ÿкернĕ. Вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсенчен стендсем йĕркелесе клубри фойене çакса хунăччĕ тата 3-4 альбом хатĕрленĕччĕ. Ман хыççăн тăрăшнă ĕçченсем вĕсене типтерлĕ тыткаланă пулсан вĕсем паянхи кунчченех упранмалла.

Çав вăхăтри драма кружокĕн ĕçĕ редакцинче вăй хунă И.Иноходовăн, А.Тимофеевăн, З.Никифорован тата ыттисен асĕнче юлнах пулĕ тесе шутлатăп. Пĕр килтен 2-4-ăн çÿрекенсем те пурччĕ. Ваня, Валя, Зина /теприн ятне астумастăп/ Ишмуратовсем, Володя, Лева, Ваня Архиповсем, Альăпа Миша Салабайкинсем… Геннадий Мальков, Геннадий Журавлев /Таяпа Энтри/, Нина Крылова, Лида Агеева, Лида тата Зина Сайкинасем, Сергей Кушников, Коля Васильев, Коля Степанов… чăн-чăн артистсемччĕ. Пĕр спектакльте йĕкĕтсем хушшинче тĕркешÿ пуçарса ярсан Ваня Ишмуратова юлташĕсем тапа-тапа «хĕнеме» пуçларĕç. Сцена айккинче пăхса тăракан Валя аппăшĕ чăтайманнипе спектакль вăхăтĕнчех чупса тухса: «Ара!!! Эсир вĕлермеллех хĕнетĕр-им ĕнтĕ?» – тесе кăшкăрчĕ. Вăт çавăн пек сăнласа кăтартса пама пултарнă пурнăçри пулăмсене пирĕн артистсем. Чылай чухне суфлер та кирлĕ марччĕ. Кашнийĕ хăйĕн рольне лайăх пĕлетчĕ.

Çапла аталанса пынă Елчĕкри драма кружокĕ. Унăн ĕçне хаклама Культура министерствинчен 2-3 хутчен те килсе кайрĕç, халăх театрĕн ятне парасси пирки калаçрĕç. Куçăмсăр майпа вĕренме тытăннăран манăн вăхăт çитми пулчĕ. Çавăнпа та клубри ĕçе пăрахма шутларăм…

А.САРДАЕВ.
Акчел ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code