Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республикăра

Республикăра

Тав çырăвĕ килнĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Раççей Федерацийĕн кĕрешÿ спорчĕн федерацийĕн президентĕнчен Михаил Мамиашвилирен Тав çырăвĕ килнĕ.

Раççей спортсменĕсем Нови-Сад хулинче /Серби/ ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе иртнĕ турнирта 25 медаль çĕнсе илнĕ. Çĕнтерÿçĕсем тата призерсем хушшинче Чăваш Енри спортсменсем те пур. Мария Кузнецова 65 кг виçе категорийĕнче ылтăн, Евгения Захарченко 72 кг виçере кĕмĕл медале тивĕçнĕ.

 

Ентешĕн куравĕ

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ художникĕ Юрий Ксенофонтовăн куравĕ уçăлнă.

Ăна скульптор çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă. Куракансем Лаш Таяпара ÿссе çитĕннĕ ентеш ăсталанă станок скульптурипе тата медальсемпе кăсăкланса паллашма пултараççĕ. Юрий Ксенофонтов чăваш искусствине станок портречĕпе пĕчĕк формăсен пластика ăсти, наци скульптурин ÿнерне Раççей шайне çĕклекенĕ пек кĕрсе юлнă.

 

Укçан пулăшаççĕ

Чăваш Республикинчи больницăсенчи пуçламăш тытăмри тухтăрсене 200 пин тенкĕ парса пулăшаççĕ.

Ку çăмăллăхпа 35 çула çитмен, 2016 çултанпа хула больницисенче ĕçлекен çамрăксем усă курма пултараççĕ. Хальлĕхе 18 врач çак пулăшăва тивĕçнĕ.

Наврус уявне паллă тунă

 

Халĕччен ăна Шупашкарта паллă туман.

Çак кунсенче Навруса узбек, туркмен, тутар, чăваш, ытти халăх представителĕсем хутшăннă. Пухăннисене ЧР культура министрĕн çумĕ Е.Чернова, ЧР Халăхĕсен ассамблейин председателĕ Л.Кураков, Халăхсен туслăхĕн çурчĕн директорĕ А.Иванов саламланă. Уяв программи юрă-ташă номерĕсемпе пуян пулнă.

 

Фестиваль-конкурс

Республикăра Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул çитнине халалланă хор музыкин «Савнă Шупашкар» фестиваль-конкурсĕ иртет.

Халĕ унăн районсенчи тапхăрĕ пырать. Фестиваль йĕркелÿçисем наци хор искусствине аталантарма тата музыка произведенийĕсен еткерлĕхне халăхра сарма тĕллев тытнă.

 

«Кĕмĕл сасă» йыхравлать

Мартăн 30-мĕшĕнче чăвашла юрлакан хĕрсемпе каччăсем, пултарулăх ушкăнĕсем Шупашкара пухăнĕç.

Çак кун Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче Пĕтĕм Раççейри «Кĕмĕл сасă» конкурс иртĕ. Яланхи пекех ăна Чăваш наци конгресĕ йĕркелет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code