Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асран кайми театр

Асран кайми театр

Елчĕкри чăваш чĕлхипе литература учителĕсен ассоциацийĕ тата районти тĕп библиотекăри краеведени уйрăмĕ Театр çулталăкне халалласа конкурс-викторина ирттерет.

1. Чăваш театрне кам йĕркеленĕ;

2. Чăвашсен профессионал театрĕ хăçан тата ăçта чăмăртаннă;

3. Пĕрремĕш спектакль мĕн ятлă пулнă; Ăна кам çырнă;

4. Чи малтанхи артистсем камсем пулнă;

5. Миçемĕш çулта театр Шупашкара куçса килнĕ;

6. Драматургсенчен хăшĕсене пĕлетĕр;

7. Хальхи вăхăтра Чăваш академи драма театрне кам ертсе пырать;

8. Чăваш академи драма театрĕнче ĕçлекен чи паллă, пултаруллă артистка ячĕ; Вăл сцена çинче 70 çул ытла вылять.

9. Хальхи сцена ăстисенчен камсене пĕлетĕр;

10. Елчĕк енрен тухнă артистсем;

11. Чăваш Енри паллă театрсем;

12. Сирĕн асра тăрса юлнă спектакль;

13. Театр çинчен мĕнле кĕнекесем вуланă;

Хуравсене çак адреспа: Елчĕк ялĕ, Иванов урамĕ, библиотека, краеведени уйрăмĕ е электронлă адреспа yal bibl2013@cbx.ru «Театр. Конкурс» паллăпа ямалла. Çĕнтерÿçĕне театра кайма билет кĕтет, харсăррисене – диплом.

Конкурса пĕр уйăхран пĕтĕмлетеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code