Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > «Арçын сывлăхĕ» – çĕнĕ проект

«Арçын сывлăхĕ» – çĕнĕ проект

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра арçынсен кун-çулне вăрăмлатас тĕлĕшпе пурнăçлама палăртакан «Арçын сывлăхĕ» проект хальхи вăхăтшăн кирлĕ те, пĕлтерĕшлĕ те шутланать.

Граждансен сывлăхне сыхламалли тĕп çул-йĕр вăл, паллах, пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерни. Чăваш Енре 2012 çултанпа 179 ФАПа юсаса çĕнетнĕ, 2019 çулта тата 26 пункт хута яма палăртнă. Республика Пуçлăхĕ апатланăва пĕчĕкрен пысăк тимлĕх уйăрма кирлине палăртнă. Чăваш Енри шкулсенчи тата садиксенчи столовăйсене, сăмахран, хальхи йышши оборудованисем вырнаçтарнă, ачасене вырăнта туса илнĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕçрен хатĕрленĕ апат çитереççĕ.

Михаил Игнатьев шухăшĕпе, сывă пурнăç йĕркин никĕсĕнче çавăн пекех спорт тата физкультура тĕп вырăнта тăмалла. Ку енĕпе патшалăх власть органĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хăйсем енчен тĕслĕх кăтартма тивĕçлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code