Кил-çурт ача-пăча сассипе илемлĕ. Ача пÿрт тултарать теççĕ. Питĕ тĕрĕс сăмахсем.
Çамрăк мăшăр пĕрремĕш ачине алла илсен епле савăннине хамăр та туйса курнă. Иккĕмĕш, виççĕмĕш, тăваттăмĕш е тата ытларах ача çуратакан хĕрарăмсен вара пит-куçĕ яланах çутă та ăшă, чун-чĕри яланах вун çиччĕри пекех савăккăн тапать.
Нумай ачаллă çемьесене патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Вĕсем тĕрлĕ енлĕ пулăшусемпе, çăмăллăхсемпе анлăн усă кураççĕ. Кăçалхи мартăн 11-мĕшĕнчен нумай ачаллă çемьесене ятарлă удостоверени парса чысласси ырă йăлана кĕчĕ. Ялта калăпăр, йышлă ачаллă çемьесене паллаççĕ, культура, спорт учрежденийĕсене çăмăллăхсемпе кĕртеççĕ, хулана кайсан вара, ашшĕ-амăшĕн кашни ачин çуралнă çинчен ĕнентерекен свидетельствисене чиксе çÿресси те çăмăл мар. Халĕ вара нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕн удостоверенине кăтартсан кану паркĕсене, выставкăсене çемйипех çур хакпа кĕме пултараççĕ. Чăваш Республикин ачасен прависен енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина пĕлтернĕ тăрăх, çак удостоверени Атăлçи округĕнчи кирек хăш хулара та çăмăллăх парать.
Иртнĕ кунсенче «Мои документы» центрта çемье уявĕ иртрĕ. Унта виçĕ е ытларах ача ÿстерекен çемьесем пуçтарăннă. Нумай ачаллă амăшĕсем шăпах çак центрта тăрăшаççĕ. Акă, Хăвăлçырмари Ловкинсен, Елчĕкри Черновсен тăватшар, Елчĕкри Иноходовсен, Мисяковсен, Беляевсен виçшер ача çитĕнет.
Çемьесене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, центр ертÿçи Людмила Викторова, халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай ертÿçи Ирина Аникина удостоверенисем парса саламларĕç, çемьесене çирĕп сывлăх, телей, ачасен йышне тата та ÿстерме тăнăç пурнăç, юратупа килĕшÿ сунчĕç.
Юлашкинчен ачасем парнесемпе пылак çимĕçсене тивĕçрĕç. Чи пахи вара – шăпăрлансен пит-куçĕнче савăк кулă çиçни, ашшĕ-амăшĕ çумĕнче хăйсене телейлĕ те çирĕп туйни.