Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăрушлăх пуррине тĕпе хурса

Хăрушлăх пуррине тĕпе хурса

Россельхознадзор специалисчĕсем 2018 çултан пуçласа ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене хăрушлăх пуррине тĕпе хурса тĕрĕслеме тытăнчĕç. Тĕрĕслев тĕллевĕ – ку чухне пурлăх тата финанс ресурсĕсене виçеллĕ тăвасси, тĕрĕслекенсен тăкакĕсене чакарасси тата вĕсен вăхăтне перекетлесси.

Хăрушлăхăн виçĕ категорине палăртнă, вăл вăтам виçеллĕ тата пĕчĕк категорире пулма пултарать. Сăмахран, вăтам хăрушлăхлă çĕр лаптăкне виçĕ çулта пĕр хутран ытла тĕрĕслемелле мар. Виçеллĕ хăрушлăх категорине кĕртнĕ лаптăк тĕлĕшĕпе 5 çулта пĕрре тĕрĕслев йĕркелемелле.

Енчен те юридици тытăмĕсен, уйрăм предпринимательсен тата çĕр хуçисем шутланакан граждансен лаптăкне хăрушлăхăн пĕчĕк категорине кĕртнĕ пулсан тĕрĕслевсем ирттермеççĕ. Анчах та ку лаптăк тĕлĕшĕпе çыру е çăхав пулсан тĕрĕслев ĕçĕсене йĕркелеççех.

Çĕр хуçисен кашнийĕнех: «Манăн лаптăка хăш категорие кĕртнĕ-ши?» – текен ыйту çуралать. Ыйту çине тÿрех хурав та тупаймăн. Мĕншĕн тесен Чăваш Енре çĕр лаптăкĕсене хăрушлăх категорийĕсем çине пайласси вăй илсех пырать. Республикăра 52633 ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕ шутланать. Çак шутран 2019 çул пуçланиччен 17683-шĕн хăрушлăх категорине палăртнă.

Хăрушлăха палăртасси – кăткăс ĕç. Ку чухне куçми пурлăхăн пĕрлехи патшалăх реестрĕнчи, çавăн пекех патшалăхăн çĕр фончĕн материалĕсене тата патшалăх ирттернĕ мониторинг пĕтĕмлетĕвĕсене, ытти информацие тĕпе хураççĕ.

Халăх карттинче лаптăк чиккисене курма пулать. Шăпах ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем мĕнле лаптăксемпе чикĕленнине кура хăрушлăх категорине палăртаççĕ те.

Виçеллĕ хăрушлăх категорийĕ. Ку чухне çĕр лаптăкĕн чиккинче магистраль пăрăхĕсем пуррине шута илеççĕ. Çавăн пекех лаптăкпа юнашар промышленность, энергетика, транспорт, çыхăну, радиохыпарлав, телекурав, информатика ĕçĕпе çыхăннă çĕрсем пуррине.

Ятарлă тĕллевпе – космос ĕç-хĕлĕпе, хÿтĕлевпе, хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе – усă куракан çĕрсем вырнаçнине шута илеççĕ. Çывăхра кайăк-кĕшĕк тата сысна ĕрчетекен комплекссем вырнаçни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен хăватне те шута илмелле. Тĕслĕхрен, кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен комплексра 40 пин пуç валли вырăн пулсан ăна вăтам категорие кĕртеççĕ, сахалрах пулсан – виçеллине.

Вăтам хăрушлăхлă категорире – мелиораци лаптăкĕсем. Унсăр пуçне, вăтам хакран 50 процент ытларах, хаклăрах пулсан кадастр хакне те тĕпе хураççĕ.

Çакна палăртни те вырăнлă, енчен те юлашки тĕрĕслев вăхăтĕнче йĕркене пăснине тупса палăртман пулсан саккунпа килĕшÿллĕн вăтам хăрушлăхлă категорие лекекен лаптăка виçеллĕ хăрушлăх категорине куçарма май пур. Патшалăх инспекторĕ Александр Андреев каланă тăрăх, кăçалхи тĕрĕслев планĕнчи лаптăксене пурне те тенĕ пекех виçеллĕ хăрушлăхлă категорине кĕртнĕ.

Уйрăм çынсен лаптăкĕсем нумайăшĕ пĕчĕк хăрушлăхлă категорие лекеççĕ. 2019 çул пуçламăшĕ тĕлне çынсен 16756 лаптăкне çак ушкăна кĕртнĕ те ĕнтĕ. Унсăр пуçне, предпринимательсен – 848, юридици тытăмĕсен 365 лаптăкне. Вăтам хăрушлăхлă категорие уйрăм çынсен çĕрĕсем лекмен, кунта пурте – юридици вăйĕнче тăракансен çĕрĕсем.

Пĕтĕмĕшле илсен, кăçал уйрăм 300 çыннăн, 15 ял тăрăхĕн, юридици вăйĕнчи 10 тытăмăн çĕрĕсене тĕрĕслессине плана кĕртнĕ.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code