Анатолий ТИМОФЕЕВ, пичет ветеранĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ: Вулавăш – чăн-чăн аслă шкул. Унта – чи çирĕп ăс-тăн, виçесĕр мул…
– Эсир, Анатолий Артемьевич, пирĕн яланхи вулакан. Вулакан кăна мар, пире пулăшакан та. Çавна май районти библиотека 100 çул тултарнипе çыхăннă хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама май килмĕ-ши?
– Тархасшăн. Вăхăт пирки те калаçмăпăр. Мĕншĕн тесен, тÿрех калатăп, вулавăш пулман пулсан, эпĕ чăн-чăн журналист та, пурнăçа тĕрĕс ăнланса хак паракан та пулаймастăмччĕ пулĕ. Пĕтĕмпех эпĕ ача чухне, вулама-çырма хăнăхса çитнĕ хыççăнах, ман тавра кĕнеке, хаçат-журнал пулни çыравçă çулĕ çине тухма хистерĕ пулмалла. Ун чухне, вăрçă хыççăнхи çулсенче, пирĕн ялта, Тăхăрьял тăрăхĕнчи Раккассинче, вулав çурчĕ йĕркеленĕ те, ăна вырнаçтарассипе йывăрлăх килсе тухнă. «Улька аппа, – тенĕ манăн аннене Ял канашĕн председателĕ. – Вăхăтлăха вулав çуртне сирĕн патăрта вырнаçтарар-ха. Ывăлна та, вулама юратакана, пулăш пулĕ, пÿртĕре хутмалли-ăшăтмаллипе те тивĕçтерĕпĕр…»
Вулав çурчĕн ертÿçи Алексей Константинов хăй те пултаруллă çамрăкчĕ. Питĕ нумай вулатчĕ кăна мар, çыратчĕ те. Мана та, хам тĕллĕн ăна-кăна хайлама хăтланнă ачана, хавхалантарса пыратчĕ. Эпĕ çырнисене стена хаçатне вырнаçтаратчĕ. Хусанта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçата ярса пама та пулăшатчĕ. Каярах, хăй çав хаçатăн корреспондентĕнче ĕçленĕ вăхăтра, мана яланлăхах журналистика, çыравçă çулĕ çине тăма хистесе тăчĕ.
– Эсир – чи аслă вулакансенчен пĕри. Апла пулсан пирĕн вулавăш аталанăвĕ йăлтах сирĕн куçăр умĕнче теме пулать.
– Эпĕ Елчĕке килни çур ĕмĕр ытла. Библиотека ун чухне кĕç-вĕç ишĕлсе анас пек йывăç çуртраччĕ. Сивĕччĕ унта. Электричество çути те ялан пулмастчĕ. Апла пулин те вулавăшра ĕçлекенсен чун ăшши, вĕсем мана вулама, вĕренме мĕн кирлине тупса пани, кирек хăш самантра та ăшпиллĕн йышăнни хавхалану кÿрсе тăратчĕ.
Астăватăп-ха, маларах, Пăва хулинче ĕçленĕ чухне, университет программине кĕрекен чи авалхи /античная/ литературăпа кĕнекесем тупайманнипе тарăхаттăм. Елчĕксем вара /Елисей Кантеев, Альбина Салабайкина, Вера Беляева тата ыттисем те/ мана кирлисене республикăри фондсенчен ыйтса илсе тивĕçтеретчĕç. Шăпах библиотека ĕçченĕсем, пĕтĕмлетсе илсен, ВУЛАВĂШ пулăшнипе эпĕ Совет Союзĕнчи чи сумлă аслă шкулсенчен пĕринчен – Хусанти патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухрăм.
Каярахпа, районти библиотека системи йĕркеленсен, вулакансене пулăшасси татах та анлăланчĕ. Унта ĕçлекенсен самай пысăк йышĕн чи пĕчĕккисенчен пуçласа утни-утайми таранах кирлĕ литературăпа е хаçат-журналпа тивĕçтерме анлăрах майсем уçăлчĕç. Çак лайăхлăхпа ачаран вулама юратакансем кăна мар, хăй тĕллĕн творчество çулĕ çине тăнисем те, аслă шкулсенче е наука учрежденийĕсенче, аспирантурăра, интернатурăра вĕренекенсем те савăнсах усă куратчĕç. Куратăр-и, библиотекарь ясли-сад ачисене те, пĕтĕмĕшле шкулсенче вĕренекенсене те, студентсемпе пулас наука кандидачĕсемпе докторĕсене те пур енлĕн, кирлĕ литературăпа, хушма пĕлÿ парса, пулăшса пынă. Пĕлÿ патне, малашлăха, наукăпа политикăна кĕрсе пыракана çул уçса, хавхалантарни пулать вĕт ку. Апла-тăк, вулавăш тивĕçлипех вĕрентекен те, çынна ăс-хакăл паракан та, ыранхине курма, ĕçе вĕренсе пурăнма, чыслă ĕçпе мул пухма пулăшакан та пулса тăрать.
– Библиотекăпа çыхăннă паллăрах пулăмсене аса илеймĕр-ши, Анатолий Артемьевич?
– Ара, ун пекки темĕн чухлех пулнă кĕскех мар пурнăçра. Калăпăр, манăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 60 çул та ытла. Çавăнтан чылайăшĕ аваллăхпа е паянхи пурнăçри паллă пулăмсемпе çыхăннă. Парти райкомĕнче е хаçатра ĕçлесен те нумай-нумай çынсем, историлле пулăмсем çинчен ыйтусем сиксе тухнă. Вĕсене тĕпчес, çирĕплетес тĕллевпе чи малтан ниçтан та мар, библиотекăран пулăшу ыйтнă.
Чăн та, библиотекарьсемпе вулакансем ыйтнинчен хам та пăрăнман. Пĕррехинче райĕçтăвкомăн культура пайĕн ертÿçи Александр Миллин актива А.М.Горький творчествипе паллаштарма ыйтрĕ. Эпĕ паллă çыравçăна, унăн пултарулăхне тишкерсе университетра анлă доклад тунине пĕлнипе пулчĕ ку. Манăн наука ĕçĕ вулакансен анлă йышне килĕшни хама та савăнтарчĕ, библиотекăпа çыхăнса ĕçлессине те пысăк витĕм кÿчĕ.
Е тата… Эпĕ тĕрлĕ калăпăшлă, тĕрлĕ содержаниллĕ вун тăватă кĕнеке кăларнă. Вĕсем çинчен халăха пĕлтерекенни, çав кăларăмсене çынсем патне çитерекенни яланах вулавăш пулнă та, пулать те. Çакăншăн библиотека системинче ĕçлекен кашни çыннах кăмăлтан тав тăвас килет. Вĕсем йĕркелекен кĕнеке куравĕсем, çĕнĕ кăларăмсен хаклавĕсем, вĕсен информацин тĕрлĕ анлăшĕнче паракан хыпарлавĕсем пире, çыракансене, халăхпа çыхăнтаракан куллен тапса тăракан çăлкуç пекех.
Çавна кура хамăн та библиотекăна пулăшас килет. Унта е вулавăш тулашĕнче ирттерекен мероприятисене тăтăшах хутшăнатăп. Хам çырнисемпе тата килти кĕнекесемпе, пичет кăларăмĕсен шучĕпе унăн фондне пуянлатма пулăшатăп. Библиотека валли хам шутран тĕрлĕ информаци кăларăмĕсем ?час-часах Хусанта тухакан «Сувар» хаçата/ çырăнса пани те пулать.
– Паянхи библиотека системине е вулакана мĕнлерех хаклатăр эсир?
– Хамăр библиотека пирки тĕк, вăл – лайăхран та лайăххи… Ĕçлекенсем пĕринчен пĕри хисеплĕрех. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă Анастасия Краснова /Аслă Таяпа/, Н.Смирнов, В.Зайцев /Кушкă/, А.Кузнецов /Çирĕклĕ Шăхаль/, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ф.Чернов /Шăмалак/, А.Салабайкина /Елчĕк/, Г.Лисицын /Кивĕ Арланкасси/, З.Портнова /Аслă Пăла Тимеш/, Л.Викторова /Çĕнĕ Пăва/, А.Романовăпа Л.Мустаева /Çĕнĕ Эйпеç/, А.Григорьева /Энтепе/, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем В.Степанов /Çуткÿл/, М.Михеева /Лаш Таяпа/, З.Карамаликова /Аслă Елчĕк/, Н.Захарова /Çирĕклĕ Шăхаль/, И.Блинова /Елчĕк/, Т.Захарова /Патреккел/ пек ветерансем нихăçан та асран тухмаççĕ. Паян ĕçлекеннисем те – пурте хăйсен ĕçне чунтан парăннисем. Пур енĕпе те пултаруллă тата пуçаруллă. Районта та, республикăри конкурссенче те хăйсене кăтартма та, ĕçĕпе мухтанма та пултараççĕ.
Çапах та… Пиртен килмест пулсан та, çакна каласах килет. Калăпăр, 2016-мĕш çул Литература çулталăкĕ пулчĕ. Шăпах çав çул эпĕ виçĕ кĕнеке кăларма мехел çитертĕм. Анчах библиотекăсене литература туянма уйăракан укçа-тенке çав çулхинех сисĕнмеллех чакарчĕç.
– Сире мĕн пăшăрхантарать тата паян?
– Çамрăк ăрăва карас телефонĕ е интернет туртса илни. «Çакă ку чухнехи наукăпа техника аталанăвĕнчен килет. Унран пăрăнаймăн», – теççĕ пурте тенĕ пекех. Тепĕр чухне вăтам е аслă шкулта вĕренекен каччăпа хĕртен чылайăшĕ библиотекăна çÿременнипе, килте учебниксăр пуçне ытти кĕнеке е хаçат-журнал ?илемлĕх тата наука литератури, фантастика тата ытти те/ пулманнипе ниепле те килĕшейместĕп. Сочиненисене е ытти шухăшлав ĕçĕсене интернетран шыраса тупса хăвăн ĕç пек кăтартни вĕренекенсен талантне кирлĕ пек уçса парассинчи тата аталантарассинчи пысăк чăрмав пулса тăрать. Паянхи яшсемпе хĕрсем ашшĕ-амăш чĕлхинчен – чăвашла калаçассинчен аякка кайса пыни те çавăнпах çыхăннă.
Библиотека ĕçĕн ветеранĕ Людмила ЗАЙЦЕВА калаçнă.