Суббота, Май 30, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инкек ан пултăр

Инкек ан пултăр

Следстви комитечĕн республикăри управленийĕ çынсем производствăра сусăрланнă тĕслĕхсемпе пуçарнă уголовлă ĕçсене тĕпченине пĕтĕмлетнĕ.

Должность тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаннине кура ĕç сыхлавĕн йĕркисене пăснă май çын сывлăхне йывăр сиен кÿнĕ е çын вилнĕ тĕслĕхсемшĕн уголовлă яваплăх палăртнă. Çакна УК 143 /ĕç сыхлавĕн йĕркиисене пăсни/, 216 /строительство ĕçĕсене е ытти ĕçе пурнăçланă чухне хăрушсăрлăх йĕркисене пăсни/ статйисемпе хаклаççĕ. Уйрăм тĕслĕхсенче – 118 е 109 статьясемпе /асăрханмасăр çын сывлăхне йывăр сиенлени е вилĕм кÿни/.

2018 çулта Чăваш Енри следстви управленийĕн органĕсем асăннă йышши тĕслĕхсемпе 19 уголовлă ĕç пуçарнă. Çав шутран 10-шне – çынсем производствăра вилнĕ тĕслĕхсемпе. Сăмах май, 2017 çулта çак кăтарту /5 тĕслĕх/ икĕ хут пĕчĕкрех пулнă. Иртнĕ çул техника хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăснă тĕслĕхсемпе çыхăннă 22 уголовлă ĕçе тишкерме суда ярса панă. Суд умне 24 çын тăнă. Çав шутра икĕ предприниматель, организацисен пуçлăхĕсем – 4 çын, вĕсен 2 çумĕ, 3 тĕп инженерĕ, 1 энергетикĕ. Кăçалхи «хура список» та уçăлнă – 5 айăпланакан тĕлĕшпе 4 уголовлă ĕçе суда ярса панă.

Тĕпчевсем çакна кăтартса параççĕ: çынсем производствăра суранланни ытларах чухне технологи процесне пăхăнманнипе, ĕçсене кирлĕ пек йĕркелеменнипе, çынсемпе техника хăрушсăрлăхĕ енĕпе инструктаж ирттерменнипе, яваплă çынсем дисциплинăна сăнаса тăманнипе пулнă. Унсăр пуçне, ĕçлекенсене, ĕç вырăнĕсене хÿтлĕх хатĕрĕсемпе тивĕçтерменни, квалификацисĕр çынсене ку е вăл ĕçе явăçтарни те инкексем патне илсе пыни çирĕпленнĕ.

Тепĕр чухне ĕçлекенсем хăйсем ĕç тата производство дисциплинине уяманни те инкек кÿрет: машинăсене ĕçлеттермелли требованисене, технологи процесне уямаççĕ, хушман ĕçе хăйсем тĕллĕнех пуçăнаççĕ. Производствăри инкексенчен сыхланас тĕллевпе ĕç паракансен те хушма мерăсем йышăнмалла, ĕçлекенсен хушшинчи дисциплинăна çирĕплетмелле. Паллах, тĕрĕслев органĕсен енчен те тупса палăртакан çитменлĕхсем тĕлĕшпе принциплă хаклав кирлĕ – çакă çынсем производствăра аманасран асăрханас тĕлĕшпе чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Т.ПРЫГУНОВА,
РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри Следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн следователĕ, юстицин аслă лейтенанчĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code