«Эпĕ – Раççей гражданинĕ» проект çурални ахальтен мар. Паянхи самана кăларса тăратакан йывăрлăхсем хушăнсах пынă вăхăтра патриотлăх туйăмĕсен пĕлтерĕшне упрани – чи кирли. Шăпах чăн-чăн патриотсем пулсан анчах çĕршыв çирĕп те тĕреклĕ пулать.
«Çĕршыв суйланă çулпа шанчăклăн утăмлать. Унăн паянхи аталанăвĕпе малашлăхĕшĕн сахал мар ĕç пурнăçланă тата пурнăçланать. Çĕршыва çĕнĕрен ура çине тăратас тапхăр хыçа юлчĕ. Халĕ пирĕн тĕп тĕллев – çĕршыва пуянрах та ăнăçлăрах тăвасси…», – çапла палăртнăччĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Мускаври Кремлĕн Пысăк Керменĕнче çулсерен Федераци Пухăвне яракан черетлĕ Çырăвĕнче. Çав вăхăтрах пурне те хумхантаракан чăрмав пирки питĕ пăшăрханса каларĕ: «…Ял-хула урамĕсенче паян эпир 15-20 çул каялла çĕршывра, обществăра, массăллă информаци хатĕрĕсенче, шкулта, çав вăхăтрах этем пуçĕнче пулса иртнĕ пулăмсен кăтартăвĕсене куратпăр. Шел пулин те, вăл вăхăтра иртнĕ ĕмĕрĕн пур идеологи штампне пăрахăçларăмăр. Çав вăхăтрах кăмăл-сипете палăртакан пур çул-йĕре те çухатрăмăр». Çак çул-йĕре нимĕнпе те улăштарайманни çитĕнекен ăрăва пырса тивнине, ун çине кăмăл-сипетсĕрлĕх, пусмăрлăх, наркомани, алкоголизм е ытти киревсĕрлĕх йăтăнса аннине, çавна май çамрăк ăру хăйне агрессивлă тытнине асăнчĕ Владимир Владимирович. Вĕсем укçа-тенкĕпе пурлăха анчах мала хуни, хăйсемшĕн анчах тăрăшни, çĕршыв пуласлăхĕшĕн тата аталанăвĕшĕн, шăпишĕн тăрăшманни сисĕннине, çавна пулах национализм, çынна курайманлăх, фашизм вăй илнин тĕслĕхĕсемпе тĕл пулнине хыпарларĕ. Витĕмлĕ тĕслĕх – Украинăри лару-тăру.
Эпир, совет саманинче çитĕннисем, ĕç паттăрĕсенчен, вăрçă вăхăтĕнче хăюлăхпа палăрнă салтаксенчен, пионерсемпе комсомолецсенчен /уйрăмах вăрçă вăхăтĕнчисенчен/, космонавтсенчен тĕслĕх илсе ÿсрĕмĕр пулсан, хальхи хăш-пĕр ачасем вĕсем камне те пĕлмеççĕ. Кам-ши вĕсемшĕн паян идеал? Паянхи кун та пур идеалсем. Елчĕк тăрăхĕ Совет Союзĕн Геройĕсемпе /С.А.Андреев, А.Ф.Беляев, Н.П.Иванов/, ветеран-фронтовиксемпе, тыл ĕçченĕсемпе, Ĕç Геройĕсемпе, «Хĕрÿ точкăра» çапăçнă ветерансемпе, çар çыннисемпе, çарта пулнă тата хальхи вăхăтра службăра тăракансемпе, ыран çар ретне тăракан пултаруллă çамрăксемпе мăнаçланать. Вĕсем пирки эпир хаçат страницисенче çутатсах пыратпăр.
Вырăс çыравçин, философĕн Н.Г.Чернышевскин сăмахĕсем питĕ те вырăнлă кунта. «Кашни вырăс çыннин историри пĕлтерĕшне унăн Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçĕсем урлă хаклаççĕ, этемлĕхĕн паха енĕ унăн патриотизмла вăйĕнче палăрать».
Проект çыннăн чи пысăк пуянлăхĕпе /патриотизм, кăмăл-сипетлĕх, çынлăх/ çыхăннă статьясене тĕпе хурать. Çак темăпа çыхăннă çырусене сиртен те кĕтетпĕр, вулакансем. Çырура эсир хăвăрăн шухăш-кăмăлăра уçса пама, тавлашуллă темăсем çĕклеме, чун ыратăвĕ пирки сăмах пуçарма пултаратăр. Статья-калава «Эпĕ – Раççей гражданинĕ» страница валли тесе çырма ан манăр.