Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Тонни-тоннипе контрафакт

Тонни-тоннипе контрафакт

Чăваш Ен полицийĕ сутлăхран 17 тонна мотор çăвĕ тата вун-вун аккумулятор батарейи туртса илнĕ.

Сăлтавĕ – контрафакт тавар. Оперативниксем палăртнă тăрăх, республикăна йÿнĕ мотор çуне илсе килессине икĕ çын йĕркеленĕ. Ăна кунта паллă фирмăсен наклейкисене çыпăçтарнă савăтсем çине тултарнă, чăн продукци пек палăртса суту-илÿ сечĕ урлă сутнă. Çавăн пекех паллă мар производительсем туса кăларнă аккумуляторсене те фирма таварĕ вырăнне хурса тупăш тунă.

Республикăн Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, экономика хăрушсăрлăхĕн управленийĕн тата Росгварди сотрудникĕсем лавккасенче, склад вырăнĕсенче ухтарусем ирттернĕ, пичкесене тултарнă 17 тонна ытла çу, 50 ытла аккумулятор, бухгалтери докуменчĕсене туртса илнĕ. ШĔМĕн следстви управленийĕ Уголовнăй кодексăн 180 статйин 4 пайĕпе ку фактпа уголовлă ĕç пуçарнă. Следстви пырать.

ЧР ШĔМ пресс-служби.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code