Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чун-чĕрипе илемлĕ те хастар

Чун-чĕрипе илемлĕ те хастар

Урампа вăл васкамасăр та шухăшлăн утать. Икĕ кун каялла чирленĕ пĕчĕк пепке куç умне тухса тăрать. «Амăшĕ тухтăр хушнине тĕплĕн пурнăçлать-ши; Çÿлти касри ватăн мăнукĕ еплерех-ши? Температури те пысăкрахчĕ. Кайсах пăхмалла пулĕ, хăйсем больницăнах çитеймĕç…» – шухăшсем канăç памаççĕ ача-пăча тухтăрне.

Канмалли кунсенче е уявсенче хуларан ашшĕ-амăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патне ачисемпе мăнукĕсем килсех çÿреççĕ. Çут çанталăк пулăмĕ улшăннăран та, çул çинче шăнасси, шухă çил лекесси те пулать, шăпăрлансем час-часах йăшаççĕ. Кун пек чухне Аслă Пăла Тимеш тăрăхĕнчи çамрăк ашшĕ-амăшĕ е аслашшĕ-асламăшĕ тÿрех Наталия Кускова педиатр патне чупать. Пулăшу ыйтма пынă çынна ăшшăн йышăнать вăл, çийĕнчех чирлĕ ачана пулăшу пама васкать.

«Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çын вăл пирĕн», – теççĕ Елчĕксем ун пирки сăмах пуçарсан.

Наталия Петровна 1968 çулхи илемлĕ те янкăр çурхи кун çут тĕнчене килнĕ. Ывăл хыççăн хĕр ача çуралнăшăн хĕпĕртенĕ ашшĕ-амăшĕ. Телейпе çиçекен мăшăр хĕр пĕрчине Наташа ят хунă. Çулсем иртнĕçемĕн Васильевсен çемйи пуянлансах, йышлансах пынă. Туслă та килĕштерсе пурăнакан çемьере пилĕк пĕр тăван ÿссе çитĕннĕ. Ашшĕ, Петр Александрович, вĕрентÿ ĕçĕнче тăрăшнă. Амăшĕ, Олимпиада Михайловна, мĕн пенсие тухичченех Аслă Пăла Тимеш ял совет секретарĕнче вăй хунă. Ашшĕпе амăшĕ ĕçре чухне пĕр тăвансем картишĕнче тăрмашнă, кил-çурта тирпейленĕ, хĕр ачасем кăмака кукринче аппаланнă, ал ĕçне вĕреннĕ.

«Улми йывăççинчен аякка ÿкмест», – тени тĕрĕсех. Васильевсен ачисем пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Пиллĕкĕшĕ те хăйсем суйласа илнĕ профессийĕпе тăрăшса ырă ята çĕнсе илеççĕ.

Наташа ялти шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă. Çемье ача-пăча сассипе тулнăранах тăр мал ĕмĕтлĕ хĕр Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. Аслă шкулта та хĕр хăйĕн пултарулăхĕпе, тавра курăмĕпе палăрса тăнă. Вĕреннĕ çĕрте тус-тантăшĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама пултарнă. 1993 çулта вăл врач профессине алла илнĕ. Интернатура ăнăçлă пĕтерсе ача-пăча тухтăрĕ тăван ене таврăннă. Унтанпа 25 çул сисĕнмесĕрех иртнĕ. Халĕ участок педиатрне палламан çын та çук пулĕ. Вăл ваттипе ватă пек, çамрăкпа çамрăк пек пулма тăрăшать. Нихăçан та сассине хăпартса калаçмасть. Унăн тыткăна илекен тÿлек те лăпкă шыв юххине аса илтерекен çепĕç калаçăвĕ хăй патне туртать. Пур ачапа та пĕр чĕлхе тупма пултарать, мăнукĕ чирленипе кулянакан, хумханакан асламăш-кукамăшне лăплантарма та пĕлет.

Çирĕппĕн утать шăпланнă ял урамĕ тăрăх Наталия Кускова педиатр. Тĕл пулакансем хисеплесе сывлăх сунаççĕ ăна, хăй те ватăсене пуç таять. Юратнă ĕç савăнăç парнелет ăна, чун туртăмĕ-çке вăл унăн.

Чун-чĕрепе таса пулнишĕн,
Кăмăлăртан ырă тунишĕн,
Сире, хисеплĕ тухтăрăмăр,
Сума сăватпăр чĕререн.

Роза ПАВЛОВА,
Светлана ФРОЛОВА,
учитель-ветерансем.
Патăрьел районĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code