Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Часах экзаменсем

Часах экзаменсем

Тăххăрмĕшсем пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ илнине ĕнентерекен аттестат илес тесен кăçал икĕ предметпа /вырăс чĕлхи тата математика/ патшалăх пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ витĕр тухмалла.

Çавăн пекех вĕсем пĕр предметпа тĕрĕслев ĕçĕ çырĕç, мĕншĕн тесен хăйсем суйласа илекен икĕ обязательнăй экзамен тытассине пăрахăçланă.

Кăçал аслă шкулсене вĕренме кĕме планламан вун пĕрмĕшсем вырăс чĕлхипе тата математикăпа патшалăх юлашки экзаменĕ тытĕç.

Аслă шкулсене вĕренме кĕрес текенсен патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене памалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code