Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăпра пулăхне лайăхлатма

Тăпра пулăхне лайăхлатма

Тăпра тата унăн пулăхĕ чакса пыни икĕ тĕп сăлтавран килет. Пĕрремĕшĕ – республика территорийĕ çырма-çатраллă пулни, иккĕмĕшĕ – çут çанталăка сыхлакан, тăпрана хÿтĕлекен, ресурссене перекетлекен тĕрĕс йĕркеленĕ территорири çĕр ĕçĕн адаптаципе ландшафт тытăмĕ пулманни.

Паян йĕркесĕр техногенлă çĕр ĕçĕ вăйра тăрать. Вăл ÿсен-тăрана тăрантармалли йĕркене тытса пырас ĕçре минераллă удобренисемпе, сиенлĕ хурт-кăпшанкă йышне, чирсене тата çум курăка пĕтерме хими пестицичĕсемпе усă курни тата çĕре интенсивлă майпа ĕçлесе хатĕрлени çинче никĕсленет.

Техногенлă çĕр ĕçĕ хăвăрт тупăш илме тĕллев лартать. Çакă çут çанталăк тата çĕр ĕç саккунĕсене хирĕçлет. Вăл вăрах вăхăт вăйра тăма пултараймасть. Тĕнчери ял хуçалăхĕшĕн техногенлă çĕр ĕçĕ иртнĕ тапхăр шутланать. Çĕре тарăн сухаласа хими пестицичĕсемпе, минераллă удобренисемпе усă курасси тата ăна интенсивлă майпа тирпейлесси чакса пырать. Евросоюза кĕрекен çĕршывсенче тыр-пул çитĕнтерес ĕçре пестицидпа сахалтарах усă курнăшăн субсидисем тÿлеççĕ.

Ÿсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илекен агроландшафта йĕркене кĕртмелли, çавăн пекех тăпра пахалăхĕ япăхланнине чакармалли мелсенчен пĕри – çĕр ĕçне биологизацилени. Çак ыйту юлашки 15-20 çулта уйрăмах палăрма пуçларĕ. Кунта икĕ ăнлава уççăн палăртмалла: биологизаци тата биологиллĕ /экологиллĕ, альтернативлă/ çĕр ĕçĕ. Пĕрремĕш тĕслĕх минераллă удобренисене органика удобренийĕсемпе улăштарассине, нумай çул ÿсекен курăксемпе сидератсем акассине, утă-улăм хăмăлĕсемпе туллинрех усă курассине, пестицидсен шайне чакарассине мала хурать.

Биологизаци ÿсен-тăрана хÿтĕлекен хими препарачĕсемпе, минераллă удобренисемпе усă курма чармасть. Тĕрĕссипе, вĕсемпе усă курассине вуçех пăрахăçлама кирлех те мар. Хăш-пĕр чухне вĕсемсĕр ĕçлеме май та çук. Апла пулин те хими препарачĕсемпе усă курнин шайĕ пĕтĕмĕшле тăкаксен шайĕнчен 20-25 процент ытла пулмалла мар. Тăпрана сидерат, улăм, тислĕк, тĕрлĕ биокомпост, биогумус евĕр органикăлла хутăш, тĕрлĕ биопрепарат, тухăçлă микроорганизмсемпе тата ытти майпа усă курни çĕр ĕçне биологизациленин никĕсĕ пулса тăрать. Минераллă удобренисемпе ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем хушма пулăшу шутланаççĕ.

Биологиллĕ /экологиллĕ/ çĕр ĕçĕн пĕлтерĕшĕ – çут çанталăк, биологи мелĕпе усă курса тутлăхлă япаласен хупă çаврăнăшне йĕркеленинче, тăпра пулăхне нумай çул тата пĕр çул ÿсекен пăрçа йышши, тарăн тымарлă, рет хушшине акса тăвакан культурăсемпе ÿсен-тăранăн пусă çаврăнăшне ÿстерсе сыхласа хăварассинче, компостланă тата компостламан органика материалĕсем хывассинче, синтетика минераллă удобренийĕсемпе усă курма пăрахнинче, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли уйрăм биологи хатĕрĕсемпе тата хăш-пĕр хими препарачĕсемпе анчах усă курнинче, трансгенлă ÿсен-тăранпа усă курма чарнинче, çĕр ĕçне тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе çыхăнтарса пынинче.

Биологиллĕ çĕр ĕçĕ кĕске вăхăтра аталанаймĕ. Апла пулин те çак ĕç вăйлă аталаннă çĕршывсенче сарăлсах пырать. Çĕр ĕçне биологилле меслетпе йĕркелесе пыни сиплев тата ача-пăча учрежденийĕсене экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕçпе тивĕçтерме май парĕ.

Чăваш Енри çирĕпех мар агроландшафтлă çĕр ĕçĕнче тăпрана сыхласа хăварасси тата унăн пулăхне тавăрасси тĕп тĕллев пулса тăрать. Çак ĕçĕн тĕп пайĕсенчен пĕри çĕр ĕçне биологизацилени шутланать. Хальхи вăхăтра техногенлă çĕр ĕçĕнчен маларах асăннă тытăм çине куçма майсем çителĕксĕртерех. Хăй вăхăтĕнче пархатарлă çак ĕçе Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхозра туллин пурнăçланă. Çакă тăпрана çухатассине нумай хут чакарма, унăн пулăхне ÿстерме, хуçалăх территорийĕнче лайăх экологи хутлăхне туса хума, экономика тухăçлăхне ÿстерме тата халăх пурнăçне лайăхлатма май панă. Паян та çак мелпе усă курма пулать. Ку вăл — çĕре биологизацилени.

Çÿлерех илсе кăтартнă тĕслĕхсене Комсомольски районĕнчи «Слава картофелю» агрофирмăра пурнăçа кĕртнĕ – производствăна пĕлсе ертсе пынипе тата специалистсен пысăк ăсталăхне пула техногенлă майпа пурнăçа кĕртекен çĕр ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă. Çак мел çут çанталăк тата çĕр ĕç саккунĕсемпе туллин килĕшсе тăрать. Экологи тĕлĕшĕнчен лайăхрах шутланать, çĕр ĕç тухăçлăхне ÿстерме пулăшать.

Техногенлă çĕр ĕçĕ /ăна нумай çул тĕрĕсленĕ/ ĕçлеме меллĕ. Вăл кĕске вăхăтра тухăç кÿрет, апла пулин те кайран тăпрана чухăнлатать, пахалăхне чакарать. Çĕр ĕçне биологизацилени вара тăпра пулăхне йĕркене кĕртет тата унăн пахалăхне лайăхлатать, ĕç тăкакĕсене чакарать, минераллă удобренисемпе тата пестицидсемпе виçеллĕ усă курнă май ÿсен-тăран тухăçне ÿстерме пулăшать. Биологизаци вăл – çĕр ĕçĕн пуласлăхĕ, ăна аталантармалла.

В.МУТИКОВ,
ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, профессор.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code