Раççей Правительстви резерв фондĕнчен ял хуçалăх техникин паркне çĕнетме 3 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă.
Укçана «Росагролизинг» компанийĕн устав капиталне хываççĕ. Çакă аграрисене машина-трактор паркне çăмăллăхлă йĕркепе çĕнетме çул уçмалла. Пулăшу хăй тĕллĕн çÿрекен 374 ял хуçалăх техникине /153 тракторпа 221 комбайн/ лизингпа туянма май парĕ.