Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Умра – хĕрÿ тапхăр

Умра – хĕрÿ тапхăр

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисен черетлĕ ĕçлĕ канашлăвне ирттерчĕ.

Н.Миллин малтанах Канаш районĕнчи «Агрофирма «Пионер» сахал яваплă обществăн ĕç опычĕпе паллаштарчĕ, курса тĕлĕннине презентаципе çирĕплетрĕ. Хуçалăха йĕркелени виçĕ çул çеç çитнĕ пулин те, кунта ял çыннине ĕçлеме, канма пĕтĕм услови туса панă. Хăтлă столовăй, душ тата çывăрмалли пÿлĕмсем те пур. Пурлăх никĕсĕ çирĕп: 5 пин гектар çинчи агротехника ĕçĕсене пурнăçлама вĕр çĕнĕ техника çителĕклĕ, вĕсене юсама, хĕл каçарма чаплă ангар туса лартнă. Пысăк утар тытаççĕ. Йĕтем таврашĕнчи территори яп-яка та тап-таса.

Хуçалăхри ĕç-хĕлтен пушансан вара канма аякка кайма кирлех мар, укçа-тенкĕ перекетлесе Тăвай районĕнчи Нăрваш Шăхалĕнчи «Медвежий угол» кану базинче те рехетленме пулать. Уйрăм предприниматель тăрăшулăхĕпе йĕркеленнĕ объектра пулса курмасăр май çук. Пирĕн районти теветкеллĕ пайтаçăсем те ырă ĕçе пурнăçа кĕртме пултарĕç;

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый вĕренÿ тытăмĕнчи пĕлтерĕшлĕ мероприятисем çинчен чарăнса тăчĕ. Пĕрремĕшĕ – Раççей шайĕнчи предмет олимпиадисен пĕтĕмлетĕвĕ. Чăваш Енрен асăннă ăслăлăх тупăшăвне пĕтĕмпе 51 вĕренекен хутшăннă пулсан, вĕсенчен 15-шĕ призерсен йышне кĕнĕ. Пĕртен-пĕр çĕнтерÿçĕ вара – Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта 10 класра пĕлÿ пухакан Данил Трофимов физкультурăпа палăрнă.

Ĕнер Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта районти вĕренÿ учрежденийĕсенче 10 классенче вĕренекен яшсен çар хатĕрленĕвĕ тĕлĕшпе вĕренÿ сборĕсем вĕçленнĕ. Тĕплĕнрех – çитес номерте.

Часах хĕрÿ тапхăр – патшалăхăн пĕтĕмлетÿллĕ аттестацийĕ пуçланать. 9-мĕш /226 ача/ тата 11-мĕш /106 ача/ классенче вĕренекенсем çак кунсенче пирвайхи экзаменсене тытĕç Елчĕкри вăтам шкулта. Унта хатĕрленÿ ĕçĕсене вĕçленĕ ĕнтĕ, аудиторисене, коридорсене тата ытти вырăна хушма видеосăнав камерисем вырнаçтарнă, металл шыракан хатĕрсем те пулĕç. Кĕçĕн, вăтам классенче вĕренекенсемшĕн вара «пиллĕкмĕш чĕрĕк» умра: хула тулашĕсенчи кану учрежденийĕсенче 30 ача, шкул çумĕсенчи сывлăха çирĕплетекен лагерьсенче 681 ача хăйсен пушă вăхăтне усăллă ирттерĕ. Ку тĕлĕшпе район бюджетĕнчен 1798,5 пин тенкĕ уйăрнă.

Майăн 13-15-мĕшĕсенче «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисен районти финалĕ иртнĕ. Ăна тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттернĕшĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн аслă методистне Сергей Скворцова тата А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕн çумне Елена Портновăна район администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.

Район администрацийĕн капиталлă строительство тата коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Николай Петров хăй ертсе пыракан тытăмри ĕç-хĕл пирки кĕскен чарăнса тăчĕ. Кăçал Елчĕкри ачасен искусство шкулне юсама 8,5 миллион тенкĕ пăхса хăварнă, Аслă Таяпа, Елчĕк, Курнавăш, Тăрăм ял тăрăхĕсенче пуçару бюджечĕпе усă курса çулсене юсама пикеннĕ.

«МВК «Экоцентр» ОООн Елчĕк районĕнчи клиентсемпе ĕçлекен специалисчĕ Татьяна Адюкова пĕлтернинчен: малашне Аслă Аттелĕх вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсене, Ленинград блокадникĕсене хăйсене коммуналлă хытă каяш тÿлевĕнчен хăтарĕç, халĕччен хывнă суммăна тавăрса парĕç. Майăн 17-мĕшĕ тĕлне районта пурăнакансем квитанцисем тăрăх тÿлесси 50 процентпа танлашнă пулсан, уйрăммăн илсен Кавалсен 66,83, Курнавăшсен – 63,0, Патреккелсен 62,58 процент. Хăвăлçырма /26,27 процент/, Кÿлпуç /30,99/, Çирĕклĕ Шăхаль /33,12/ ялĕсенчи уйрăм граждансем вара суд приставĕсем алăкран килсе шаккасса кĕтеççĕ пулинех.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code