Пĕр-пĕр вырăна взрыв хатĕрĕ хуни пирки пĕлтерекен ултавлă шăнкăравсем йышланни пирки маларах çырнăччĕ хаçатра.
Çакăн евĕр хыпарсем республикăра татах та пулнă. Паллă мар çынсем улталаса шăнкăравланине пула транспорт инфратытăмĕн 3 объектĕнчен /вокзалсем, аэропорт/, 6 суту-илÿпе кану комплексĕнчен çынсене эвакуацилеме тивнĕ.
Уголовлă кодексăн 207 статйипе хаклакан çак преступленишĕн тивекен айăплав çирĕп: штраф виçи 700 пин тенкĕрен пуçласа 1 миллион тенкĕ таран, е 6 çултан пуçласа 10 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ.
А.АЛЕКСЕЕВ,
районти полици пайĕн начальникĕ.