Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Халăх хисепĕнче

Халăх хисепĕнче

Республикăра «Тавах, тухтăр», «Тавах, медицина сестри» акцие пĕтĕмлетсе «Халăх хисепĕ» общество наградисене тивĕçнĕ 100 çынна палăртнă.

Хисеплĕ ят-сум çĕнсе илнисен йышĕнче пирĕн районти тĕп больницăри шурă халатлă ĕçченсем те пур. Андрей Алексеев стоматолог тухтăр, терапи уйрăмĕн заведующийĕ, терапевт тухтăр Алина Васильева, физиотерапи уйрăмĕнчи Альбина Мисякова медицина сестри тата профилактика кабинечĕн медицина сестри Любовь Фомкина.

Чăннипех те çак çынсем хăйсен профессине чунтан парăннăскерсем. Эмелпе кăна мар, ăшă та çепĕç кăмăлĕпе те пациентсене тыткăнлаççĕ вĕсем.

В.КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code