Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Саккуна хирĕç кайсан…

Саккуна хирĕç кайсан…

Россельхознадзор регионта тĕрĕс мар декларациленĕ 13 пин тонна ытла тырра тупса палăртнă.

«Росаккредитацин информаци тытăмне тĕрĕсленĕ май йĕркене пăснă ултă тĕслĕхе асăрханă, — пĕлтерчĕ Светлана Ярусова тĕп инспектор. — Пилĕк декларацие тĕрĕс мар тесе йышăннин сăлтавĕсем — лаборатори тĕпчевĕсен кăтартăвĕсен тулли списокĕ çукки, çавăн пекех требованисене пурнăçлама кирлĕ стандартсен çирĕплетнĕ списокне кĕртмен тĕпчев меслечĕсемпе усă курни».

Тĕслĕхрен, «Сатурн» специалисчĕсем Вăрнар округĕнчи «Янгорчино» хуçалăхра тулă ỹстернĕ чухне пестицидсемпе усă курнă. Анчах тĕпчев протоколĕсенче çак препаратсен япалисем тĕш тырăра мĕн чухлĕ тăрса юлнине палăртман. Вăрмар тăрăхĕнчи Ирина Мучукова фермер хуçалăхĕнче те 500 тонна тулă деклараци хатĕрленĕ чухне çак саманта шута илмен.

Тупса палăртнă тĕслĕхсем федераци саккунĕсемпе тата техника регламенчĕсемпе килĕшсе тăмаççĕ. Çавна май, Светлана Ярусова пĕлтернĕ тăрăх, йĕркене пăснисене асăрхаттарнă. Çулталăк пуçланнăранпа тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх çакăн евĕрлĕ 101 документ хатĕрленĕ.

Валентина НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code