Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çул çитменнисене

Çул çитменнисене

эрех ĕçме явăçтарнăшăн штрафсем ỹснĕ. 2026 çулхи майăн 22-мĕшĕнчен РФ Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодекса тỹрлетỹсем кĕртнипе çыхăннă çакă. Улшăнусен тĕп сăлтавĕ — çул çитменнисене эрех-сăрапа, спиртлă продукципе, çавăн пекех психотроплă е минретекен япаласемпе усă курма явăçтарасси ỹснинче.

Йĕркене пăсакан граждансен 5000 тенкĕрен пуçласа 10 000 тенкĕ таран (маларах 1 500 тенкĕрен пуçласа 3 000 тенкĕ таран пулнă), должноçри çынсен — 20 000 тенкĕрен пуçласа 50 000 тенкĕ таран (маларах 5000 тенкĕрен пуçласа 10 000 тенкĕ таран) штраф тỹлеме тивет.

Пĕлтерĕшлĕ хушăм: административлă ĕçсĕр пуçне хăш-пĕр тĕслĕхшĕн уголовлă яваплăх та пăхса хăварнă. Тĕслĕхрен, РФ Уголовнăй Кодексĕн 151 статйипе çул çитмен ачана эрех-сăра е минретекен япаласем тăтăшах ĕçме явăçтарнăшăн айăплаççĕ. Енчен те çакăн пек ĕçе ашшĕ-амăшĕ, педагог е саккунпа воспитани парас тивĕçсене шанса панă ытти çын е интернетпа усă курса тунă пулсан — наказани çирĕпрех пулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code