Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ашшĕ-амăшĕ экзаменра

Ашшĕ-амăшĕ экзаменра

Иртнĕ шăматкун Елчĕкри вăтам шкул никĕсĕ çинче районти шкулсенчен кăçал вĕренсе тухакан ачасен ашшĕ-амăшĕ вырăс чĕлхин предмечĕпе пĕтĕм инструкцие пăхăнса патшалăхăн сăнавлă, тĕрĕслесе пăхмалли пĕрлехи экзаменне тытрĕ. Çапла майпа вĕсем хăйсен ывăл-хĕрĕ вырăнĕнче пулса çирĕплетнĕ йĕркепе /экзамен пунктне пырса кĕнинчен пуçласа ку чухне пурнăçланă ĕçсене сканер витĕр кăларнă таранах/ паллашма пултарчĕç.

ППЭ тытма хутшăннă чи хăюллă ашшĕ-амăшĕ те – район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова, вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Марина Чернова, Елчĕк районĕнчи территори суйлав комиссийĕн председателĕ Владимир Николаев тата ыттисем /вĕсем пурĕ 14-ăн, икĕ аудиторие йышăнчĕç/ çак саманта хумханмасăр ирттерме пултараймарĕç. Хăйсем те çакна пытармарĕç, уççăн каларĕç.

…«Ашшĕ-амăшĕ ППЭ тытакан пĕрлехи кун» пĕтĕм Раççейри акци республикăра кăçалхипе 5-мĕш, Елчĕк районĕнче 1-мĕш хут иртрĕ. Вĕренÿ тата наука тытăмĕнчи федерацин асăрхав служби ăна мĕне шута илсе йĕркелет; Çакна ăнланма йывăр мар. Тĕп тĕллевĕ вара – патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытма хатĕрленекен выпускниксемпе вĕсен ашшĕ-амăшне яваплă тапхăрта кирлĕ мар çĕртенех пустуй ытлашши пăшăрханассине сирсе ярасси, ытти çынсене те экзаменсен йĕркипе тĕплĕнрех паллаштарасси.

Пирĕн ĕçтеш – Оксана Иванова редактор-консультант та, ывăлĕ хальлĕхе 10-мĕш класра анчах вĕренет пулин те, экзамен тытма хутшăнчĕ. Мĕншĕн тесен ку е вăл вĕренекен ППЭ тытма суйласа илнĕ предмета малалла 11-мĕш класра вĕрентмеççĕ пулсан, ăна кăçалах – 10 класс хыççăнах тытма юрать. Çакăн пирки ачасем, ашшĕ-амăшĕ пĕлсе тăни кирлĕ.

Тĕрĕслев вĕçленнĕ хыççăн çавра сĕтел хушшинче калаçу малалла тăсăлчĕ. Экзамен ирттермелли инструкципе килĕшÿллĕн, унта хутшăнма пирĕн, журналистсен те, ирĕк пулчĕ. Район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Марина Чернова 2021 çулта патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене йĕркелесе ирттерессинчи уйрăмлăхсем пирки чарăнса тăчĕ, ашшĕ-амăшĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code