Воскресенье, Август 18, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Физкультура и спорт > Салтак пулма хатĕрлеççĕ

Салтак пулма хатĕрлеççĕ

Тăван çĕршывăн чăн-чăн гражданĕсене ÿстерес, патриот туйăмлă обществăна çирĕплетес тесен ырă çимĕç вăрлăхне ачасен чун-чĕринче пĕчĕкрен акса хăвармалла. Ашшĕ-амăшĕ, педагогсем, общество пĕрлĕхĕсем, патшалăх власть органĕсем пĕр тĕллевпе ĕçлени çак задачăсене пурнăçа кĕртме пулăшать. Республикăра, çав шутран районта та, власть органĕсемпе пĕрле общество организацийĕсем те çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас тĕлĕшпе чылай вăй хураççĕ.

Çамрăксен хушшинче патриотизм туйăмне, чыса, граждан тивĕçлĕхне чĕртсе тăрассинче «Зарница» тата «Орленок» вăййисен, космонавтсен, кадет, çамрăк шыравçăсен юхăмĕсене, «Манăн Раççей» программăпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ ача-пăча туризмне аталантарни витĕмлĕ вăй пулса тăрать. Çакăн евĕр юхăмсенчен тепри вăл – яшсене çара хатĕрлес тĕлĕшпе шкул ачисен хушшинче вĕренÿ сборĕсем ирттерни. Çак кунсенче районти шкулсенче 10-мĕш класра вĕренекенсем /пурĕ 52 ача/ Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта йĕркеленĕ 5 кунлăх сбора хутшăнчĕç. Çак тапхăрта яшсем хăйсене чăн-чăн салтак пек туйма пултарчĕç. Çар дисциплинин пĕлĕвĕпе кĕскен паллашнипе пĕрлех тактика, çарпа медицина хатĕрленĕвĕнче, çар уставне пĕлнинче, вĕренÿ программине кĕртнĕ çар темипе çыхăннă ытти ыйтусенче тĕрĕсленчĕç, турник çинче туртăнчĕç, стройпа утрĕç, граната ывăтрĕç, 100 тата 1000 метрлă дистанцисене чупассипе… зачетсем пачĕç. Чи пĕлтерĕшли вĕсемшĕн Шупашкарти ДОСААФ клубăн тирĕнче АКС-74 автоматран персе курасси пулчĕ. Тĕп занятисем хыççăн тĕп хулари Çар Мухтавĕн монуменчĕпе те паллашнă.

«Республикăра пур енлĕ патриот воспитанийĕ парас тытăм шайĕнчи ĕç малалла пырать. Патриот юхăмĕ вăл – çирĕп тĕллевлĕ çынсене хăйсен ĕçне, вăй-халĕпе пултарулăхне Тăван çĕршыва халалламалли пĕрлехи туртăмпа пĕтĕçтерекен хăватлă вăй… Яшсене Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ретне илмелли плана çуллен тултарни çамрăксене патриот воспитанийĕ парас ĕç тухăçлăхĕн кăтартăвĕсенчен пĕри шутланать».

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран.

Вĕренÿ сборĕсем вĕçленнĕ кун пулас салтаксене райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, Людмила Ефимова аслă методист саламларĕç. Чи пултаруллисем Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. 100 метра чупассинче Николай Овчинников /Елчĕк шкулĕ/, Максим Григорьев /Курнавăш/, Степан Демьянов /Елчĕк/, 1000 метрлă дистанцире Станислав Волков /Çирĕклĕ Шăхаль/, Максим Григорьев /Курнавăш/, Николай Овчинников /Елчĕк/, турник çинче туртăнассипе Дмитрий Самсонов, Дмитрий Марков /Лаш Таяпа/, Денис тата Кирилл Вениковсем /Кушкă/, граната ывăтассинче Алексей Чернов, Алексей Яковлев /Елчĕк/, Дмитрий Самсонов /Лаш Таяпа/, АКС-74 автоматран перессинче Станислав Волков /Çирĕклĕ Шăхаль/, Димитрий Самсонов, Дмитрий Марков, Руслан Петров /Лаш Таяпа/, Иван Лакачев /Курнавăш/ малти вырăнсене йышăннă.

– Çак 5 кунлăх вĕренÿ сборĕ сире ÿт-пÿ енчен пиçĕхтернипе пĕрлех çар пурнăçĕпе те кĕскен паллаштарчĕ, кăмăл-туйăм енчен те çирĕплетрĕ. Занятисене тивĕçлĕ йĕркеленĕрен эсир хăвăра кирлине тата усăллине чылай илтĕр. Çак хăнăхупа пĕлÿ сире малашне салтак пулсан та пулăшса пырасса шанса тăратăп, – палăртрĕ Леонард Васильевич.

Патриотла туйăма аталантаракан мероприятие хатĕрленсе ирттерессинче пысăк вăй хунисене – Аслă Елчĕк шкулĕн директорне Николай Волкова, Петр Кузнецов, Олег Осипов, Станислав Шавкин, Вадим Иванов, Дмитрий Горшков, Анатолий Константинов, Виктор Демьянов учительсене Леонард Левый уйрăммăн тав турĕ, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунчĕ.

Вĕренÿ сборĕ ачасенче мĕнле шухăш-туйăм çуратнипе интереслентĕмĕр мероприяти вĕçĕнче.

Александр ЧЕРНОВ, /Елчĕк шкулĕ/:

– 5 кун хушшинче иртнĕ ăмăртусем манра мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕç, хама кăштах салтак вырăнĕнче туйма пулăшрĕç. Аслă пичче Владимир та çар тивĕçне чыслăн пурнăçлани маншăн ырă тĕслĕх, вăхăт çитсен эпĕ те салтака кайса Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи пулас ĕмĕтлĕ.

Станислав МИСЯКОВ, /Аслă Елчĕк шкулĕ/:

– Çакăн пек мероприятисем сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма, спортпа туслă пулма хăнăхтараççĕ. Шупашкарти ДОСААФ клубăн тирĕнче АКС-74 автомата тытса, унран персе курни вара асра яланлăхах юлĕ.Салтакра та кирлĕ пулĕ кунти хăнăху.

Дмитрий САМСОНОВ, /Лаш Таяпа шкулĕ/:

– Вĕренÿ сборне хутшăнни кăмăл çирĕплĕхне тата та аталантарчĕ, дисциплинăна пăхăнас, яваплă пулас, юлташлăха хаклас туйăмсене, хамăр çинчен анчах шухăшламасăр ыттисене те пулăшма хатĕр пулмаллине вĕрентрĕ.

Николай АВЕРЬЯНОВ, /Çĕнĕ Пăва шкулĕ/:

– Хамăр мĕн вĕреннине ĕçпе çирĕплетсе пама пулăшрĕ, салтак пулас туйăма çирĕплетрĕ çак сбор. Унсăр пуçне чылай ачапа юлташлантăмăр.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code