Чăваш Енре «Халăх контролĕ» информаци ресурсĕ ăнăçлă ĕçлет.
Асăннă интернет-ресурс республикăри кашни граждана хăйсен чăрмавĕсем пирки пĕлтерсе тÿрех Республика Правительствине информаци çитерме май парать. Çăхавсемпе сĕнÿсене тĕрлĕ темăпа йышăнаççĕ. Ыйтусене 10 кун хушшинче пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем тăваççĕ, хуравсене кĕске вăхăтра çак порталтах пичетлеççĕ.