Среда, Сентябрь 23, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Общество канашĕсен форумĕ иртĕ

Общество канашĕсен форумĕ иртĕ

2019 çулхи июнĕн 7-мĕшĕнче тĕп хуламăрти «Шупашкар-Арена» Пăр Керменĕнче Общество канашĕсен форумĕ иртет.

Унта Чăваш Енри ĕç тăвакан власть органĕсен тата муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Общество канашĕсен председателĕсем, муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем, министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем хутшăнĕç. Форума граждан пĕрлĕхĕсен тата общество тĕрĕслевĕн институчĕсен представителĕсене тачăрах çыхăнса ĕçлеме, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма пулăшас, граждансене территорисен аталанăвĕн ĕç-хĕлне пуçарусемпе хутшăнма май туса парас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Вăл 2 секципе – «Чăваш Республикинчи общество тĕрĕслевĕ» тата «Территори аталанăвĕ» ятсемпе иртĕ. Унта Чăваш Ен аталанăвне пырса тивекен çивĕч ыйтусене хускатĕç.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code