Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче

Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче

Ĕне выльăхсене фермăсенчен уçă сывлăша, хĕвел питтине – çаран çине е ферма çумĕнчи ятарлă вырăнсене илсе тухса симĕс конвейерпа тăрантарни вĕсен сывлăхне çирĕплетет: япаласен ылмашăнăвĕ лайăхланать, минералсемпе тата витаминсемпе пуянланать. Ешĕл курăк çисе ĕнесем ытларах сĕт антарма тытăнаççĕ, нумай чир-чĕртен /рахит, остеомаляци, авитаминоз/ сыхланма та пулăшать.

Çуллахи вăхăтра çаран çине тухакан ĕнесем, пурте пĕлетпĕр, хăвăрт пĕтĕленеççĕ, çăмăллăн пăрулаççĕ, пăруланă хыççăн чирлемеççĕ, пăрăвĕсем те тĕреклĕ çитĕнеççĕ.

Апла пулин те ĕне выльăха ешĕл курăкпа анчах тăрантарни çителĕксĕр. Рационра улăм е утă, кунне 200 грамран кая мар тăвар, кальципе тата фосфорпа пуян хушма апатсем пулмалла, вĕсене çителĕклĕ таран тăрă, таса шыв ĕçтермелле.

Çуллахи вăхăтра фермăсем ĕне выльăхран пушаннă вăхăтпа усă курса витесене юсанипе пĕр вăхăтрах пур çĕрте те профилактика ĕçĕсене – дезинфекци тата дератизаци тумалла. Витесене шал енчен анчах мар, тул енчен те шуратмалла.

Сăвакан оборудованисене тĕрĕслеттерсех тăмалла, кирлĕ пулсан, çĕннисемпе тивĕçтермелле. Сăвакан аппаратсем йĕркеллĕ ĕçлеменни ĕнесене маститпа чирлеттерме пултарать. Маститлă ĕнесен сĕтне пăрусене ĕçтерме юрамасть.

Çуллахи шăна-пăван вăхăтĕнче сĕт нумай çухалать. Çапла ан пултăр тесен шăна-пăван ĕнесем çумне çыпçăнса нушалантарасран асăрханса хăлха çумне вырнаçтаракан инсентицидлă биркăсемпе ?флай блок/ усă курма сĕнетпĕр.

И.НИКОЛАЕВА,
районти ветеринари станцийĕн тĕп тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code