Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Аттене

/Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне – 1920-2001 çулсенче пурăннă Алексей Иванович Иванова халалласа/

Кашни çул паллă тăватпăр
Çĕнтерÿ кунне пĕрре.
Çак куна аса илсессĕн
Тăкăнать куççуль çĕре.

Çăмăлпа килмен, пĕлетпĕр,
Çак кун пирĕн çĕршыва.
74 çул иртсен те
Хуйхăртать вăл халăха.

Эпир мĕн-ха ăнланатпăр
Çав хаяр çулсем çинчен?
Кино урлă çеç куратпăр
Вăрçăн терт-нуши çинчен.

Шартлама хĕл сиввинче те
Шеллемесĕр хăвăра,
Кĕрлĕ-çурлă кунсенче те
Хăваланă тăшмана.

Мĕн чул çын пуль выртса юлнă
Çапăçу хирĕсенче.
Ватăсем те, çамрăксем те
Таврăнман килĕсене.

Пилĕк çул вăл сахал мар-çке
Вăрçă хирĕнче пулма
Мĕн чул чăтăмлăх та сывлăх
Кирлĕ пулнă çапăçма.

Эс, атте, аса илеттĕн
Çав ылханлă çулсене:
«Шутламан та эпĕ, хĕрĕм,
Сыв юлатăп пуль тесе».

Сана Турă кун-çул панă –
Сывă юлнă ăнсăртран.
Сывлăхна çав илсе юлнă
Вăрçă хирĕ, мĕн тăван.

Çамрăксем эпир пĕлместпĕр,
Чыс тума ватăсене.
Чылай чух пуль ăнланмастпăр
Ваттăн шухăш-кăмăлне.

Вăрçă хирĕнче хĕн курнă
Пур арçын-хĕрарăма
Ăшшăн эпĕ тав тăвасшăн
Чунри ырă сăмахпа.

Сăввăма эп халалларăм
Паян сирĕн ятăрпа.
Тÿпери çут хĕвел евĕр
Таса, ырă кăмăлпа.

Ачаш çил вĕрсе лăпкатăр
Нуша курнă чунăра.
Сар хĕвел пăхса çутаттăр
Ялан сирĕн сăнăра.
                                Л.ГОРШКОВА.
                                Елчĕк ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code