Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > МТС – 85 çулта

МТС – 85 çулта

Кăçалхи çулталăк Аслă Çĕнтерĕве çывхартнăранпа 75 çул, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнин юбилей уявĕсене паллă тунипе, унсăр пуçне, район историйĕшĕн пысăк сас паллисемпе çырăнса юлмалли тепĕр пулăмпа – Елчĕкре МТС йĕркеленнĕренпе 85 çул çитнипе асра юлать.

…Хăй вăхăтĕнче Елчĕк МТСĕ РТС, «Сельхозтехника», юсавпа техника предприятийĕ ятсемпе çÿренĕ. Предприяти ячĕ вăхăта, самана таппине кура улшăннă пулин те хăйĕн ĕçне тĕллевлĕн йĕркелесе пынă. Вăл, тĕпрен илсен, районти колхозсене ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлассинче пысăк пулăшу панă. Колхозсенче ĕçленĕ нумай механизатор Елчĕк МТСĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн тракторист, комбайнер, фермăсенчи йывăр ĕçсене механизацилес тĕлĕшри слесарьсем пулса вăй хунă. Хăйсен ĕçĕсенчи чăн ăста специалистсем вăрçă вăхăтĕнче те, мирлĕ вăхăтра та пысăк вăй пулса тăнă. Ахальтен мар юсавпа техника предприятийĕ пирки çав çулсенче «районная кузница кадров» тесе хакланă. Юсавпа техника предприятийĕнче вĕренсе пĕлÿ илнисенчен районта, Чăваш Республикин ытти районĕсенче те ертÿçĕсем пулса ĕçленĕ çынсем те сахаллăн мар. Çакна асра тытса «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ малашне иртнĕ ырă вăхăтри юсавпа техника предприятийĕн ĕçĕ-хĕлĕ, ун çыннисем çинчен тĕрлĕ жанрпа çырнă аса илÿсен ярăмне пичетлеме хатĕрленет. Çав çулсенчи сăн ÿкерчĕксем те предприяти тата унăн çыннисен ĕçне тата уççăнрах кăтартса пама пулăшмалла. Хаçат страницисенче кун çути кăтартма палăртакан статьясем çитĕнекен çамрăк ăрушăн та кăсăклă пуласса шанатпăр.

Конкурса тăратнă ĕçсене 2021 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче – Елчĕк МТСĕ йĕркеленни 86 çул тултарнă кун пĕтĕмлетме палăртатпăр.

«ЕЛЧĔК ЕН» ХАÇАТ РЕДАКЦИЙĔ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code