Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Парашютпа сикни – пуçламăш анчах…

Парашютпа сикни – пуçламăш анчах…

Десантниксем уйрăмах яваплă çар тĕллевĕсене пурнăçланипе, çирĕп кăмăл-туйăмпа, чăтăмлăхпа, хăюлăхпа, паттăрлăхпа, пĕр шухăшлă пулнипе тата пĕр-пĕрне пулăшма хатĕррипе палăрса тăраççĕ. Яланах малта пулма тивет вĕсен. Тĕрлĕ хирĕç тăру сиксе тухсан, контртерроризм тата миротворец, ытти йышши операцисене те чи малтан вĕсем васкаççĕ. Çавăнпа та сывлăш-десант çарне сывлăхлă, ÿт-пÿ тата кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен çирĕп çамрăксене илеççĕ. Десантниксем халăхра «пĕрремĕш номерлĕ çар» ятпа палăрнă.

Кĕçĕн Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ Владимир Никитин вăтам шкул пĕтерсен ниçта та мар, тÿрех Рязаньти В.Ф.Маргелов çар генералĕ ячĕллĕ сывлăш-десанчĕн аслă команда çар училищине вĕренме кайнă. Çак утăма тума ăна çывăх тăванĕсем салтак тивĕçне сывлăш-десант çарĕсенче пурнăçлани хистенĕ. Ĕмĕтне вăл ашшĕ-амăшне те вĕренме каяс умĕн анчах пĕлтернĕ. Маларах вара вăйне тĕрĕслесе пăхас тĕллевпе никама пĕлтермесĕр Шупашкарти ДОСААФ клубне кайса парашютпа сиксе пăхнă.

Владимир ачаранах спортпа туслă пулнă. Шкулта вĕреннĕ çулсенче çуран тата йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусене хастар хутшăнса çитĕнÿсемпе палăрнă, кĕрешме вĕренме секцине çÿренĕ, волейболла, баскетболла выляма кăмăлланă… Çав вăхăтрах вĕренÿре те çитĕнÿсем тунă, предмет олимпиадисенче хастарлăх кăтартнă. Биологи предмечĕпе иртнĕ олимпиадăра Владимир республика шайне те тухнă. Хăйне тивĕçлĕ пĕлÿ тата воспитани панă кашни вĕрентекенех, уйрăмах кĕçĕн класри Алена Анатольевна Васильевăна, Светлана Антоновна Иванова класс ертÿçине, биологипе вĕрентнĕ Олимпиада Васильевна Викентьевăна, Виктория Геннадьевна Ертмакова тата Сергей Всеволодович Александров физкультура учителĕсене пысăк тав сăмахĕ калать вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă çамрăк. Пурнăçа вĕрентнĕшĕн, мĕн пур ыррине парса ÿстернĕшĕн вара вăл ашшĕпе амăшне Александр Анатольевичпа Алина Яковлевнăна, аслашшĕпе асламăшне – Анатолий Алексеевичпа Луиза Алексеевнăна /шел пулин те, пурнăçран уйрăлнă вăл/ пысăк тав сăмахĕ калать.

Унăн калаçăвĕнче лăпкăлăх, шанчăклăх, кăмăл çирĕплĕхĕ туйăнать, кашни ыйту çине тулли хуравсем парать, итлекене калаçăвĕпе кăмăллăн тыткăнланă май салтакăн чăн пурнăçне куç умне кăларса тăратать.

– Мĕнле туйăм çуралчĕ санра пĕрремĕш хут самолетран тухса тÿпе ытамне лексен. Шикленÿ-и? – интересленетĕп эпĕ.

– Çук. Шиклĕх туйăмĕ вăл пуçласа сикнĕ чух çуралмасть, мĕншĕн тесен парашютпа сикесси малтанлăха саншăн кинофильмсенчи пек ансат та çăмăл пек туйăнать. Шиклĕх туйăмĕ вăл вăхăтлăха иккĕмĕш хутĕнчен çуралать. Çĕртен чылай çÿлте хăвăнпа тата хăвăн вăй-халупа куçа-куçăн тăрса юлнă çыннăн шăпи хăйĕнчен тата шăпаран килнине аван туйса илетĕн. Кунта хăюллă, çаврăнăçуллă та вăр-вар, кашни самантра сыхă та теветкеллĕ пулмалла. Самолетран уйрăлсан сывлăш юхăмĕ хăй ытамне илсен темиçе çеккунтранах тĕрлĕ кĕтменлĕх сиксе тухма пултарать. Сывлăшра чух та, çĕр çине ансан та хамăр пирки анчах мар, ыттисем пирки те шухăшламалла, вĕсемшĕн те ответлă пулмалла, пĕрне-пĕри вăхăтра пулăшу аллине тăсса пама пултармалла, – хуравлать вăл.

Çак ырă та пархатарлă енсем пуррипех юратаççĕ, Владимир патне туртăнаççĕ пуль тусĕсем. Вĕсене нихăçан та инкекре хăвармасть вăл.

Сывлăшра та пĕр-пĕриншĕн яваплă пулмалла тенĕрен, пĕр тĕслĕхе аса илчĕ курсант. Çапла черетлĕ хут сывлăшра парашютпа пĕрин хыççăн тепри аннă вăхăтра пĕр курсант пирус туртма кăмăл тунă, унăн тĕпне сÿнтермесĕрех çĕре пăрахнă. Типĕ курăка вут-çулăм хыпса илнĕ. Тепĕр парашютист шăпах çак вырăна аннă, пушарта чутах унăн пурнăçĕ татăлман – пиçсе кайнăскере вăхăтра больницăна илсе çитерсе тивĕçлĕ пулăшу панăран анчах сывă юлнă.

Парашютпа сикесси десантник вĕренĕвĕн пуçламăшĕ анчах пулнине кашниех аван ăнланать. «1-мĕш номерлĕ çар» ята илтесси çăмăл мар. Марш-бросоксенче пур вăя парса чупни, штурм каçалăкне парăнтарни – чи кирли. Умра блиндажсем, вун-вун тарăн шăтăк, окопсем, кирпĕч стенасем, купаланă пĕренесем, йĕплĕ пралук, вут-çулăм… Десантникăн хырăмпа шуса, упаленсе, сиксе, чупса вĕсене пурне те парăнтармалла. Автоматран пенисĕр пуçне сана тапăнакан «тăшманран» ал-урапа хÿтĕленме пултармалла, сальто, ытти хусканусем тумалла. Сывлăшран аннă чух та çавах: хăрах алăпа парашюта тытса унран хăтăлма, граната ывăтма, пăшалтан пеме е ытти ĕç пурнăçлама ĕлкĕрмелле. Çакă йăлтах темиçе çеккунтра пулса иртмелле.

Кĕçех, июнĕн 23-мĕшĕнче, Владимир Никитинăн выпуск пулать. Пилĕк çул çирĕп ăс-тăн пухнă, вăй-хал енчен пиçĕхнĕ каччăн пурнăçĕ малашне Раççей çарĕпе çыхăнĕ. Ăнăçу та телей салтака çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе чыслăн пурнăçлама.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code