11-мĕш класран вĕренсе тухакан Кирилл Чернов /Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ/ тĕрлĕ енлĕ аталаннă пултаруллă ача. Пĕрремĕш класранах «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать вăл. Яланах çĕннине пĕлме тăрăшаканскер Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тĕрлĕ сферăра палăрнă пуçаруллă çамрăксене паракан стипендине, ятран паракан стипендине пĕрре анчах мар тивĕçнĕ. Предмет олимпиадисене хастар хутшăнакан вĕренекен район, республика шайĕнче тĕрлĕ предметпа çĕнтерÿçĕ тата призер йышне кĕнĕ. Чи юратнă предмет вара уншăн – физика. Çак предметпа вăл 2016 çулта онлайн мелĕпе иртнĕ пĕтĕм тĕнчери «Фоксфорд» олимпиадăн çĕнтерÿçи пулса тăнă. Çамрăк ытти конкурссенче те харсăр. Ахальтен мар кăçал унăн сăнне Елчĕк районĕн Хисеп хăми çине кĕртрĕç. Камран тĕслĕх илмелли те пур Кирилăн. Унăн ашшĕ çак шкултах физика тата информатика предметне ертсе пырать. Ăна кăçалхи Акатуйра «Чи лайăх педагог» ят парса чысларĕç.
Е.ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Кирилл Чернов.