Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Елчĕк ен» старта йыхравларĕ

«Елчĕк ен» старта йыхравларĕ

Апрелĕн 14-мĕшĕнче районта çуллахи спорт сезонĕ уçăлчĕ. Çак кун «Елчĕк ен» хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен 42-мĕш кросĕ тата Чăваш Ен прессин спорт фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрĕ – СССР летчик-космонавтне А.Г.Николаева асăнса «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çуран чупакансен 83-мĕш ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Малышкин хутшăнчĕç, спорт тусĕсене ăнăçлă дистанци сунчĕç. Леонард Васильевич çак массăллă ăмăрту районти чылай çамрăка çăмăл атлетикăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнине палăртрĕ.

«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕн куçса çÿрекен кубокĕсене ?кăçал виççĕмĕш кубок хутшăнчĕ/ çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен кросĕ юлашки çулсенче йăлана кĕнĕ «Елчĕкри пасар – халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр» трассăпа тăсăлчĕ. Кăнтăрла иртсен шкул автобусĕсемпе çăмăл машинăсем пĕрин хыççăн тепри пасар территорине пуçтарăнчĕç. Иртнĕ çул пандемие пула ăмăртăва ирттерме май килмен, çавăнпах хаçат тусĕсем кăçалхи чупăва чăтăмсăррăн кĕтрĕç.

Ăмăртăва кашни çулах вĕренекенсемпе ял тăрăхĕсенчи спорт тусĕсем, тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсем йышлăн хутшăнаççĕ. Кăçал çанталăкĕ те ытармалла мар хитре, ăшă пулнăран-ши çуран чупакансен йышĕ пысăк пулчĕ. Ăмăртăва çамрăк мăшăрсем пĕчĕк ачисене çавăтса курма килни те савăнтарчĕ. Тем тесен те çăмăл атлетсен чупăвне курма илĕртÿллĕ, чун-чĕрере ырă шухăш-ĕмĕт çуралать.

Старта чи малтанах 2010 çулта çуралнă тата унран çамрăкрах хĕр ачасем тăчĕç. Чи пĕчĕккисем 33-ĕн пулнăран виçĕ тапхăрпа чупрĕç. Çĕнтерĕве çеккунтсем палăртнăран Виктория Казакова ?1.36.6/ ?Елчĕк/ пĕрремĕш, Виолетта Галкина ?Елчĕк/ иккĕмĕш, Самира Сабитова ?Лаш Таяпа/ виççĕмĕш тухрĕç. Калас пулать, Виолеттăн амăшĕ те çуран чупма кăмăллаканскер, хĕр пĕрчине хавхалантарса тăчĕ. Ирина Галкина 35 çултан аслăрах хĕрарăмсем хушшинче Елчĕк ял тăрăхĕшĕн ăмăртса виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ.

Çак çулсенчи арçын ачасенчен Артур Карсаков ?Патреккел/ мала тухрĕ. 30 ытла вĕренекен хушшинче пĕрремĕш çĕнтерÿ ку Артуршăн.

2008-2009 çулсенче çуралнă хĕр ачасенчен 500 метра чупса финиша чи малтан Светлана Кузнецова ?Елчĕк/ вĕçлерĕ. 1000 метра чупса арçын ачасенчен Роман Фомкин ?Елчĕк/ чи маттурри пулчĕ. Унăн вăхăчĕ – 3 минут та 22 çеккунт. Унпа пĕр тăван Семен та призерсен йышĕнче. 2006-2007 çулсенчи хĕр ачасемпе арçын ачасенчен Кристина Жирновăпа ?Кушкă/ Артем Савинов ?Çирĕклĕ Шăхаль/ пьедесталăн çÿлти картлашки çине хăпарчĕç.

2003-2005 çулсенчи хĕр ачасенчен 2 çухрăмлă дистанцие Серафима Самакова ?Кушкă/, арçын ачасенчен 3 çухрăмлă дистанцие Виктор Райков ?Елчĕк/ чи малтан вĕçлерĕç. Каласа хăвармасăр иртес мар, Виктор çуран чупассипе кăна мар, йĕлтĕрпе ярăнассипе те, шывра ишессипе те районти паллă спортсмен.

35 çула çитичченхи хĕрарăмсем старта саккăрăн тăчĕç. 1000 метра хыçа хăварса финиша чи малтан Анна Симакова ?Кĕçĕн Таяпа/ çитрĕ.

40 çула çитичченхи арçынсем 2000 метра парăнтарчĕç. Дистанцие чи малтан Алексей Тихонов ?Тăрăм ял тăрăхĕ/ вĕçлерĕ. 35 çултан иртнĕ хĕрарăмсенчен Алина Егорова ?районти почтамт/ мала тухрĕ. Тăрăмри çыхăну уйрăмĕнче почтальонкăра тăрăшаканскершĕн спорт ют мар. Маларах ял тăрăхĕн командишĕн пĕрре мар ăмăртнă. Ирина Никонова ?райадминистраци/ – иккĕмĕш.

40 çултан иртнĕ арçынсем хушшинчи ăмăрту çивĕч пычĕ. Борис Головина ?Кĕçĕн Таяпа/ кăшт çеç кая хăварса Алексей Васильев ?Елчĕк/ мала тухрĕ. Кĕçĕн Таяпари Головинсем спортпа туслă çемье. Бориспа Надежда пĕрре мар район хаçачĕ ирттерекен ăмăртусен çĕнтерÿçисем пулнă. Çуран чупма кăмăлланисĕр пуçне йĕлтĕрпе ăста ярăнаççĕ, район шайĕнчи ăмăртусене кăна мар, республикăрисене те хастар хутшăнаççĕ.

Ăмăртăва кашни шкул, ял тăрăхĕ команда тăратнă, анчах организацисем сахалтарах. Çапах та чи хастаррисем – район администрацийĕ, Елчĕкри почтамт, ветстанци, Шăмалак шкулĕ ăшă сăмахсене тивĕçлĕ.
Ăмăрту йĕркелÿçисем çитес çул 50 çултан иртнĕ хĕрарăмсен, 60 çултан иртнĕ арçынсен ушкăнĕ йĕркелес шухăш патне тухрĕç. Сăлтавĕ те уçăмлă: çак çулсенчисем те старта тухса хăйсен маçтăрлăхне кăтартасшăн. Апла пулсан район хаçачĕ çăмăл атлетикăна юратакансене кăчăк туртать. Ахальтен мар чылай паллă спортсменăн карьери район хаçачĕн призĕсенчен пуçланнă.

«Елчĕк ен» хаçатăн куçса çÿрекен кубокĕсене хальхинче Елчĕк, Аслă Таяпа шкулĕсем тата Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ тивĕçрĕç. Кросра палăрнисене пурне те дипломсемпе чысларĕç, çĕнтерÿçĕсем «Елчĕк ен» хаçата кăçалхи иккĕмĕш çур çулта тÿлевсĕр илсе тăрĕç.

Хаклав

Михаил СКВОРЦОВ, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:
– Район хаçачĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн пыракан массăллă спорт кросне эпĕ 35 хутчен хутшăнтăм. Вĕсенчен 18-ĕшĕнче – çĕнтерÿçĕ. Çав вăхăтрах хам вĕрентнĕ ачасене спортпа туслаштарассишĕн мĕнпур ăсталăха, пĕлĕве, вăхăта пани ахаль пулмарĕ. Кĕçĕн Таяпасем спортра нихăçан та маххă паман, паян та манăн вĕренекенсем пьедестал картлашки çинче тăнăшăн чун хĕпĕртет. Ваттисем те çамрăксенчен юласшăн мар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code