Елчĕк районĕнчи ĕçлĕ ушкăн – ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе специалистсем иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Курчаткин ертсе пыракан Тутарстанри «Авангард» хуçалăхăн ĕç опычĕпе паллашнă. Çакă ахальтен мар. Мĕншĕн тесен вĕсем пирĕн район çĕрĕсем çинче те ?1000 гектар ытла лаптăкра/ тырă акса çитĕнтереççĕ.
Çакна палăртар: Раççейре пĕтĕмпе туса илекен сысна ашĕн 0,45 процентне Тутар Республикинчи АПКн чи пысăк предприятийĕ шутланакан тата «Ак Барс» холдинг компани йышĕнчи «Авангард» ОООра туса илеççĕ. Аш-какай туса илнин Чăваш Енри тÿпи 60-65 процентпа! танлашать. Çакна тÿррĕнех обществăн икĕ филиалĕ /«Çĕрпÿ беконĕ», «Патăрьел беконĕ/ Чăваш Республикинче вырнаçнипе те сăлтавламалла. Сăмах май, Çĕрпÿ тата Патăрьел районĕсенче 50 пин пуçа яхăн сысна самăртаççĕ.
«Авангард» продукцийĕ экологи тĕлĕшĕнчен те таса, çавăнпа ăна çынсем хапăлласа туянаççĕ. Сыснасене тырă хутăшĕпе анчах тăрантараççĕ, унта нимĕнле антибиотик та, генетика модификацийĕн продуктне те хушмаççĕ. Тĕш тырă культурисене çитĕнтернĕ чухне минераллă удобренисемпе çын сывлăхне сиен кÿресрен асăрханса усă кураççĕ.
«Авангард» ОООн Тутарстанри комплексĕнче 6,5 пин пуç мăйракаллă шултăра выльăх, çав шутран 1000 пуç сăвăнакан ĕне, 75 пин пуç сысна шутланать. Чăваш Енри предприятийĕсенче те выльăхсен хисепне ÿстерсе пыраççĕ. Çакна кура кунта паянхи пурнăç ыйтăвне туллин тивĕçтерекен çĕнĕрен те çĕнĕ объектсем хута каяççĕ.