Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Туслă коллективра ĕç кал-кал пырать

Туслă коллективра ĕç кал-кал пырать

Çын пурнăçĕнче медицина ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтмалли самант нумай пулать. Чир-чĕртен сипленмелле-и, сывлăха тĕрĕслемелле-и е профилактика мероприятийĕсене ирттермелле – тÿрех шурă халатлă ĕçченсем патне çул тытатăн.

Ĕçпе хисепе тивĕçнисен йышĕнче – районти тĕп больницăри физиотерапи уйрăмĕнчи çепĕç саслă та ырă кăмăллă, хăйсен профессине чунтан парăннă медработниксем.

Республика бюджетĕнчен уйăрнă 2390297 тенкĕпе физиотерапи уйрăмне çĕнĕ çĕре куçарса тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Унччен стационарта сипленекенсен унта урамран çÿреме тивнĕ. Халĕ вара вăл тĕп больницăн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнăран, ача-пăча, терапи, хирурги уйрăмĕсенче сипленекенсене процедурăсене çÿреме питĕ меллĕ. Уйрăмра хăтлă та çутă, тирпейлĕ, стенасем çинче стендсемпе илемлĕ ÿкерчĕксем вырнаçтарнă. Кабинетсем те йышлă. Калăпăр, малтан физкультура пÿлĕмне кĕретĕн. Вера Алюкина медсестра кашни çынна тарават. 22 çул çын сывлăхĕшĕн тимлекенскер куллен ура çине тăричченех, вырăн çинчех, мышцăсене хускатса тĕрлĕ упражненисем туни сывлăхшăн питĕ усăллине палăртать.

Сывату физкультурин занятийĕсем ирттернисĕр пуçне, кашни кĕçнерникунпа шăматкун, шурă халатлă ĕçченсем хăйсем те пĕрлехи зарядка кунĕсене йĕркелеççĕ. Врачсемпе, медицина сестрисемпе пĕрле поликлиникăна пынисем те зарядка тăвакансен ретне тăни ырă пулăм пулса тăчĕ.

Уйрăмри Нина Фролова массажистка, сиплев ĕçĕнчи чи пысăк стаж пухнăскер, /калама кăна – 45 çул/ çулсем иртсен те яштака пилĕкне, хитре сăн-питне çухатманскер, тĕрĕс апатланса пурăнни пурнăçа ырăлăхпа çирĕп сывлăх парнеленине çирĕплетет.

Ирина Кириллова массажистка та Пăвари медучилище хыççăн хăйĕн чун туртнине çынна пулăшу кÿрессинче курнă. Тăхăр çул тăрăшать кунта.

Альбина Мисяковăпа Зоя Федорова хăйсен профессине чунтан парăннине кулленхи хастар ĕçпе çирĕплетеççĕ. Хăйсенчен пулăшу ыйтма пынă кашни çынна ăшă та савăк кулăпа йышăнса пуплеççĕ, тĕрлĕ сĕнÿсем параççĕ. Галина Патшина, Лидия Мохова виçĕ теçетке çул ытла больница сукмакне такăрлатаççĕ.

Ольга Чернован вара яваплăхĕ тантăшĕсенчен пысăкрах. Сиплев тытăмĕнче 30 çул тăрăшнă май вăл тата 10 çул уйрăмри медсестрасен ĕçне йĕркелесе пырать. Коллектив туслă, пĕр сăмахран вăй хурать. Кунта сасă хăпартса калаçнине нихăçан та илтеймĕн.

Кама мĕнле процедура кирлине, юрăхлине Светлана Катайкина физиотерапевт палăртать. Вăл çĕнелнĕ уйрăмра тĕрлĕ тухăçлă методикăна ĕçе кĕртме май килнипе кăмăллă. Магнит, амплипульс, лазер, ăшă, электростимуляци, дарсонвализаци, УВЧ-терапи, тĕрлĕ ультра пайăркасен сиплевĕсем çумне тата çĕннисем чылай хутшăннă. Çавна май уйрăм çĕнĕ аппаратсемпе пуянланнă. Акă юлашки уйăхсенче кăна çĕнĕ процедурăсен йышне прессотерапи кĕнĕ. Ку хăйне евĕрлĕ «пăчăртакан массажа» алăпа мар, ятарлă аппаратура тăвать. Вăл организмри лимфăсен ĕçне лайăхлатать. Пĕр процедури алăпа 20-30 хут массаж тунипе танлашать.

Озонотерапи, кислород коктейлĕ тата ытти çĕнĕлĕхсемпе уйрăма пырсан тĕплĕнрех паллашма пулать.

– Сирĕн патĕнче сипленсе чĕркуççисене туйма пуçларăм, алă сурни иртсе кайрĕ… Тавах сире, – çакăн евĕр сăмахсене куллен илтеççĕ кунти хастар та ылтăн алăллă медработниксем.

Пирĕн хаçат вулаканĕсене физиотерапевтсем çапла сĕнеççĕ:

– Ял çынни çулла уйрăмах куллен ĕçлесе тĕрлĕ хусканусем тăвать-ха. Ку, паллах, лайăх. Тĕрлĕ мышцăсем ĕçлеççĕ, çапах та ывăннă мышцăсене те кантармалла. Ку чухне ятарлă упражненисем, зарядка туни питĕ вырăнлă. Çавăнпа та ÿркенмелле мар, хамăр сывлăхшăн хамăрăн тимлемелле.

В.СМИРНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: физиотерапи уйрăмĕнчи медсестрасем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code