Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республикăра

Республикăра

Ырă хыпар

Стратеги пуçарăвĕсен агентстви нумаях пулмасть Санкт-Петербургра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче регионсенче 2019 çулта инвестици климатне лайăхлатассипе мĕнле ĕçленине хакланă. Унта Чăваш Ен ку енĕпе чи лайăх ĕçлекен вунпĕр регион йышне кĕнине палăртнă.

Ĕмĕре вăрăмлатас тĕллевпе

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕнче сывлăх сыхлавçисене Медицина ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламланă.

Вăл юлашки çулсенче сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи çитĕнÿсем çинче чарăнса тăнă. Çакă, чи малтанах, çыннăн ĕмĕрне вăрăмлатма май панине палăртнă. 2015 çулта сывлăх сыхлавĕн тытăмне аталантармашкăн 11 миллиард тенкĕ, кăçал икĕ хут ытларах – 20,5 миллиард тенкĕ – уйăрнă. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов медицина ĕçченĕсен тăрăшулăхĕпе яваплăхĕ Раççей Президенчĕн май уйăхĕнчи указĕсен тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме пулăшнине палăртнă.

Ишме пĕлни кирлех

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Пĕтĕм Раççейри ишекенсен федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Игорь Горин Правительство çуртĕнче июнĕн 10-мĕшĕнче «Раççей Федерацийĕнче пурне те ишме вĕрентесси» программăна пурнăçлассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.

Чăваш Ен программăна ĕçе кĕртмелли пилотлă регионсенчен пĕри пулса тăрĕ. Тĕл пулура ведомствăсен хушшинчи «Пурин те ишмелле» программăна ĕçе кĕртес тĕлĕшпе пурнăçламалли пĕрремĕш утăмсене палăртнă. Республикăра хальхи вăхăтра пурĕ 81 бассейн ĕçлет.

Волонтерсем – конгресра

Июнĕн 10-11-мĕшĕсенче Мускав облаçĕнчи Одинцово хулинче V Пĕтĕм Раççейри финанс пĕлĕвĕн волонтерĕсен конгресне пухăннă.

Унта Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн проректорĕ Людмила Корнилова Чăваш Енри волонтерсем ял çыннисене финанс пĕлĕвĕ парас енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен каласа кăтартнă.

Ял хуçалăх академийĕн тата Чăваш Республикин Наци банкĕн пĕрлехи çак проекчĕ 2016 çулта старт илнĕ. Волонтерсен корпусĕнче — 12 çын.

«Прицеп» акци иртет

Июнĕн 10-21-мĕшĕсенче Чăваш Енри Гостехнадзор «Прицеп» профилактика акцийĕ ирттерет.

Мероприяти вăхăтĕнче трактор прицепĕсемпе усă курнă чухне суранланасран асăрхаттарассине, çавăн пекех çын пурнăçĕшĕн, сывлăхĕшĕн, пурлăхшăн, тавралăхшăн хăрушлăх кăларса тăратакан юсавсăр техникăна тата шыравра шутланакан машинăсене тупса палăртассине тĕпе хураççĕ.

Гостехнадзор специалисчĕсем утă хатĕрлемелли тапхăр пуçланнă май автомашинăсен водителĕсемпе трактористсен кăна мар, çынсен уйрăмах асăрхануллă пулмалли çинчен аса илтереççĕ.

Çамрăксен форумĕ

Чăваш Республикинче «МолГород – 2019» çамрăксен форумĕ иртнĕ.

Унта пухăннисене чи малтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.

Мероприятие 800 ытла яш-кĕрĕмпе хĕр хутшăннă. Хăнасемпе экспертсене пĕрле шутласан халăх шучĕ 1500-тен те иртет.

Аса илтеретпĕр, МолГорода регионта 2009 çулта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçарăвне тĕпе хурса йĕркеленĕ. Кăçал ăна Шупашкар 550 çула çитнине халалланă.

Хаксем ÿсеççĕ

Чăваш Республикин конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх службин ертÿçи Марина Кадилова утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă пулăшу ĕçĕсен хакĕсем ÿсессине палăртнă.

Ку ÿсĕм – кăçалхи иккĕмĕш тапхăр. Пĕрремĕш хут хаксем кăрлач уйăхĕнче НДС ÿснĕ май 1,7 процент хăпарнăччĕ. Хальхи ÿсĕм вăтамран 2 процентпа танлашмалла. Çапла майпа утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа электроэнергишĕн хулара пурăнакансем – 3,36 тенкĕ, ялтисем – 2,35 тенкĕ, газшăн – 5,72 тенкĕ, çÿп-çапшăн 76,90 тенкĕ /хуларисем/ тата 61,67 тенкĕ /ялтисем/ тÿлемелле пулĕ. Хаксем ÿссен те, Марина Кадилова çирĕплетнĕ тăрăх, Чăваш Енри тарифсем Атăлçи округĕнче вăтам шайра тăрса юлаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code