Среда, 4 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ентешĕмĕрсене – ят-сум

Ентешĕмĕрсене – ят-сум

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2019 çулхи çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче кăларнă указĕпе килĕшÿллĕн ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Трактор тăвакансен культура керменĕ» халăхсен туслăх çурчĕн учрежденийĕн нацисем хушшинчи мероприятисене йĕркелессипе ĕçлекен специалистне Тамара Васильевна ИШМУРАТОВĂНА «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», Шупашкарти «Лама» АОн генеральнăй директорне Николай Александрович МИЛЛИНА «Чăваш Республикин промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсене парса чыс тунă. Ентешĕмĕрсене пысăк хисепе тивĕçнĕ ятпа саламлатпăр, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунатпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code