Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Экономика çирĕп пулсан патшалăх та хăватлă

Экономика çирĕп пулсан патшалăх та хăватлă

Виçĕмкун – çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Раççей гражданĕсемпе «тÿрĕ çыхăнăва» тухнă, вĕсене хумхантаракан общество, политика, социаллă пурнăçпа тата çĕршыв экономикипе çыхăннă ыйтусем çине хуравланă. «Тÿрĕ лини» 4 сехет ытла тăсăлнă, Владимир Путин 2 миллион ытла ыйтуран 81-шне хуравланă. Сăмах май, «Тÿрĕ лини» ыйтăвĕсене çĕртмен 9-мĕшĕнчех йышăнма пуçланăран, Президент чылайăшне халăхпа калаçма пуçличченех тишкернĕ.

Владимир Путин палăртнă тăрăх, вĕсенче халăха хальхи вăхăтра пăшăрхантаракан çивĕч самантсем палăраççĕ. Пурнăç пахалăхĕн, тупăшсен шайĕ, сывлăх сыхлавĕнчи лару-тăру, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, çÿп-çап, çул-йĕр ыйтăвĕ чи малти вырăнта тăрать.

Владимир Путин çивĕч ыйтусене наци проекчĕсем татса пама пулăшассине палăртнă. «Çак мероприятисен тĕллевĕ – экономика аталанăвне çĕнĕ çул çине кăларасси, халăхăн тупăшне ÿстересси, çĕршыва хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси. Анчах ырă улшăну та çук мар, производство ÿсет, çынсен тупăшĕн шайĕ те хăпарать», – тенĕ Президент. Ĕç укçин шайĕ пĕчĕк пулни пирки те нумай ыйту пулнă. Студипе Калининград облаçĕнчен тÿррĕн çыхăннă арçын, акă, пушарнăйсем 12-13 пин тенкĕ илнине, çемьене тăрантарас тесен темиçе ĕçре вăй хума тивнине пĕлтернĕ. Çĕршыв ертÿçишĕн çак хыпар, чăннипех, тĕлĕнмелле пулнă.

Президент вăтам хисепсене тĕпе хурса калаçнă. Мĕншĕн тесен кашни отраслĕн, кашни регионăн тупăш шайĕ пĕрешкел мар, çавна май граждансене ăнланма ыйтнă.

«Наци проекчĕсем шăпах çак ыйтусене – экономикăна аталантарассине, ĕç тухăçлăхне ÿстерессине, апла пулсан, пурнăçа лайăхлатассине татса пама май парĕç», – тенĕ Владимир Путин.

Сывлăх сыхлавĕнчи йывăрлăхсем те айккинче юлман. Тÿрĕ эфирта кăтартнă виçĕ регионри ача-пăча диспансерĕ, онкодиспансер тата акушер пункчĕ… Вĕсене çеç мар, çĕршыври сывлăх сыхлавĕн çакнашкал чылай учрежденине пĕрлештерекенни – специалистсем çитменни, тухтăр патне лекме йывăрри, эмелсем çитменни…

«Тÿрĕ лини» вăхăтĕнче çамрăк амăшĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене те чылай хускатнă. Владимир Путин сăмахне çемьесемпе ачасене пулăшма хатĕрленĕ патшалăх программисем çинчен каласа кăтартнă. Сăмахран, нумаях пулмасть 1-мĕш тата 2-мĕш ача çуралнăшăн паракан пособие çирĕплетнĕ. Регионсенче унăн виçи 11 пин тенке яхăн.

Çапла майпа малашне 1,5-3 çулсенчи ачасене паракан пособи 10 пин тенке яхăн пулмалла. Ăна çĕршыври çемьесен 70-е яхăн проценчĕ илме пултармалла. Президент пĕлтернĕ тăрăх, демографи лару-тăрăвĕ çивĕч регионсенче хушма пулăшу мерисене – виçĕ ачаллă çемьесене ачан пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçи чухлĕ пособи парса тăма палăртнă. Унсăр пуçне, «тÿрĕ линие» килнĕ ыйтусем хушшинче нумай ачаллă çемьесен ипотекипе çыхăннисем те пулнă. Владимир Путин 2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2022 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен программăна кĕнисем 6 процентлă ипотека илме пултарнине шантарса çирĕплетнĕ.

«Тÿрĕ линие» хутшăнакансен Президентăн шалу, наркотик, коррупци ыйтăвĕсемпе çыхăннă шухăшсене те пĕлес килнĕ. Çыннăн квалификацине кура шалу илмеллине, ĕç укçипе ĕç укçи хушшинче пысăк уйрăмлăх пулмалла маррине палăртнă.

Калининградра пурăнакансем юлашки вăхăтра Раççейре час-часах коррупционерсене тытса чарни, çак йĕркесĕрлĕхсенчен хăтăлассипе мĕнле мерăсем йышăннипе кăсăкланнă. «Патшалăх, халăх укçипе пуякансен киревсĕр ĕçĕсене асăрхамасăр хăварма юрамасть. Кунта икĕ ен те – укçа йăтаканни те, илекенни те – айăплă. Хăш-пĕр çĕршывра вĕсене 120-130 çуллăха тĕрмене хупаççĕ. Ĕçĕ кунта айăплав калăпăшĕнче мар, айăплавран пăрăнса юлма çуккине ăнланнинче. Эпир ку енĕпе яланах тĕллевлĕн тата шелсĕррĕн ĕçленĕ, малашне те çаплах пулĕ», – тенĕ вăл.

Наркотиксем пирки сăмах пуçарнă май тепĕр ыйту пулчĕ: РФ УК 228-мĕш статйин «наркотик упранăшăн» пайне улшăнусем кĕртмелле мар-и? Владимир Путин çак статьяпа айăпланнисен пысăк йышĕ чăннипех те наркотикшăн ларнине ăнлантарчĕ. Президент ку тытăмра улшăнусем кĕртмелли сăлтав курмасть, «пакунлисене» сăнаса тăрассине вăйлатмаллине çеç палăртрĕ. «Енчен те çын саккуна пăсса наркотик упрать, салатать пулсан – унăн çакăншăн явап тытмалла», – тенĕ вăл.

Тулашри хутшăнусем пирки: «Телевизорпа мĕншĕн Раççей хĕç-пăшалĕ пирки вĕçĕмсĕр кăтартаççĕ? Мĕнле вăрçа тата мĕнле тăшманпа çапăçма хатĕрленеççĕ?», – тесе ыйтсан Президент çунатлă каларăшпа усă курса çапла хурав панă: «Тăнăçлăх кирлĕ пулсан – вăрçма хатĕрлен. Хăвăн çарна тăрантараймасан юттине тăрантарăн. Раççей Федерацийĕ вăрçма пачах та хатĕрленмест. Çар тăкакĕсемпе вăл тĕнчере 7-мĕш вырăнта кăна тăрать. Эпир çар тăкакĕсене чакарса пыракан пĕртен-пĕр патшалăх».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code