Чăваш Республикинчи Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн представителĕсем Патăрьел тата Елчĕк районĕсенчи ялсенчи халăха медицинăпа санитари тĕлĕшĕнчен пĕрремĕш пулăшу парас ĕçе тишкернĕ.
Чи малтанах вĕсем Патăрьелĕнчи тĕп больницăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, пациентсем регистратура, тухтăрсен кабинечĕсен умĕнчи черетпе интересленнĕ, больницăна пынисен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланнă.
Халăх фрончĕн активисчĕсем Энтепери фельдшерпа акушер пунктне те çитсе курнă. Кунти фельдшер 300 ытла çыннăн сывлăхĕшĕн яваплă. Общественниксем ял çыннисене пĕрремĕш пулăшу памалли условисем лайăххине, препаратсем çителĕклине, сĕтел-пуканпа оборудовани тивĕçлĕ шайра пулнине палăртнă.