Понедельник, 7 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăрмавсене çĕнтерсе

Чăрмавсене çĕнтерсе

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче Геннадий Волков академикăн 80 çулхи юбилейне паллă тăваççĕ. Çак чаплă самант пулса иртнĕ хыççăн вăл хăйсене унăн вĕренекенĕ вырăнне хуракансене кăштах тытăнса юлма ыйтать. К.Портнов, Чăваш наци конгресĕ ячĕпе саламлама пынăскер /20 çула яхăн ĕçтăвком председателĕнче ĕçленĕ. Ред./, залран тухма васкамасть, хыçаларах, айккинерех çеç куçса ларать. Аслă учитель пĕрин хыççăн теприне мухтать, малашлăхра ĕçлемелли пирки ырă сĕнÿсем пама та ÿркенмест. Константина асăрханă та вăл: «Ан вăтан, Костя, иртсе лар маларах… Ку ача çыравçă, – ăнлантарать вăл ыттисене. – Пысăк сас паллисемпе çыракан çыравçă. Пиртен кашниех шухăшне, кăмăлне, чунне хут çине куçарса çырса кăтартма пултараймасть. Костя вара пултарать. Çитменнине – тĕрĕссĕн тата пурне те ăнланмалла».

…Çуллахи каçсенче пĕр касри аслă ăрурисем пуçтарăнса тĕрлĕ хыпара сÿтсе явнине астăватпăр ĕнтĕ. Анчах вĕсем ача-пăчана ытлашшиех итлеттересшĕн марччĕ – хăваласах яратчĕç. Кĕçтук вара хăйне хăюллăрах кăтартасшăн пулнă-и – çав калаçусене кĕрсе кайса хутшăнма та хăтланнă. Çавна асăрханă Анна Ивановна, касра пурăнакан педагог, шÿтлесе-тăрăхласа тенĕ пек сĕнÿ панă: «Эсĕ, грамотей, хăвăн асăрхаттарăвусене хут çине çыр».

Пăр тапраннă тейĕн, «Пионер сасси» хаçатра, Чăваш радиора унăн самай пысăк материалсем кун çути курма пуçлаççĕ. «Колхоз ялавĕ» /халĕ «Елчĕк ен»/, «Коммунизм ялавĕ» /халĕ «Хыпар»/ хаçатсенче ĕçленĕ чухне вара журналист çăкăрĕн тути-масине аванах туйса илет. Хаçат уншăн хăйĕн позицине, хăйĕн вăйне кăтартмалли май пулса тăрать. Мĕншĕн тесен статйисенче вăл çитменлĕхсем çинчен, вĕсене мĕнле пĕтермелли пирки ним вăтанмасăр, хăрамасăр çырать. Çакна кура унăн ялти çамрăксем умĕнче авторитечĕ те ÿсет: вĕсем çине тăнипе ăна культура çурчĕн директорне лартаççĕ. Ушкăнпа тăтăшах çĕнĕрен-çĕнĕ мероприятисем йĕркелеççĕ.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ çулсенче «Студенческий меридиан» хаçат редакторне суйланă ăна. Историпе филологи факультечĕн деканĕ М.Михайлов ун чухне палăртса та каланă: «Пуçласа эпир хамăр хаçатăн редакторĕ пулма преподавателе мар, студента шанатпăр». «Хыпар» хаçат коллективĕнче профком председателĕ пулнă май профсоюзăн хăйĕн хаçачĕ пулмаллине тăтăшах хускатать вăл. Мĕн тетĕр? «Профсоюзный вестник» тухма пуçлать Чăваш Енре. Пĕр вăхăт 200 пин /!/ тиража çитнĕ «Адам и Ева» хаçат та кăларса тăрать Аслă Пăла Тимеш каччи. Халĕ тухса тăракан «Чăваш тĕнчи» издание те вăлах çул панă.

– Ăна регистрацилессине пĕтĕмпех хамăн укçа-тенкĕпе йĕркеленĕ, – йывăрлăх вăрттăнлăхне пытармасть пуçаруçă. – Мускава виççĕмĕш хут кайсан çеç татса пачĕç ыйтăва.

Константин Петрович çĕр ĕçченĕсене халалласа йĕркеленĕ «От всей души» телекаçсен ярăмĕ Чăваш Республикин Президенчĕн грантне тивĕçнĕ. Çулсерен çĕршывăн пĕтĕм регионĕсенчен хутшăнакан чăваш юрăçисен «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурсне «прописка» параканĕсенчен пĕри те вăлах. Валерий Лукьянов юлташĕпе тухнă та вĕсем çак ырă шухăш патне. Нумай регионта /Красноярск, Тюмень, Мурманск, Эстони…/ пулса чăваш наци-культура автономийĕсене йĕркелеме пулăшнă. Ыйтусене татса парассинче вырăнти влаçсемпе пĕр чĕлхе тупасси те çăмăлах пулман.

Çапла, чăрмавсене çĕнтерсе, ыттисене çул такăрлатса пыма хăнăхнă Портнов. Сăпайлăскер, çав вăхăтрах çĕнĕлĕхшĕн ырă сĕмсĕрлĕхпе шав малалла талпăнаканскер. Хăйшĕн мар-çке, чăвашлăхшăн тăрăшать. Вăл хăйĕн вĕрентекенĕнчен – Геннадий Волков этнопедагогран вĕренсе пыни куç кĕрет. Педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Раççей Журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ – 10 кĕнеке авторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code