Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Халĕ ăслă пулни – модăра!

Халĕ ăслă пулни – модăра!

Тăхăр класс хыççăн – ятарлă пĕлÿ илме

Хыçран-хыçа юлса пыраççĕ шкулсенчи экзамен вăхăчĕсем. Паян ĕнерхи тăххăрмĕшсем тус-юлташĕсемпе тĕл пулсан хĕрÿ тапхăра кăштах кăна аса илсе калаçаççĕ, ытларах малашлăх çине тимлĕх уйăраççĕ, кашнийĕшне ăçта вĕренме кĕресси канăç памасть.

Ачасенчен ытларахăшĕ республикăри колледжсемпе техникумсене çул уçасшăн. Ку вăл анлă çул çине тухакан хăйне евĕрлĕ пысăк йышăну. Республикăри ятарлă пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсем Раççейри чи лайăххисен йышĕнче. Чылай чухне унта тĕп шкулăн аттестатĕнчи паллăсемпех вĕренме кĕреççĕ. Колледж е техникум пĕлĕвĕ илнĕ çамрăк вара хăй суйласа илнĕ специальноçпа ĕçлет, çав вăхăтрах аслă шкулта куçăмсăр майпа вĕренет. Районти çамрăксен ырă тĕслĕхне нумай илсе пама пулать.

Кăçал районти шкулсенче 226 ача тăхăр класс пĕтерчĕ. Вĕсем тăватă предметпа патшалăх экзаменĕ /иккĕшĕ обязательнăй/ тата хăйсем суйласа илнĕ икĕ предметпа тытрĕç. Тăхăр класс пĕтернисенчен тăваттăн – Анастасия Сусметова /Кивĕ Эйпеç/, Данил Ловкин ?/Çирĕклĕ Шăхаль/, Виктория Мижерова /Лаш Таяпа/, Наталия Родионова /Елчĕк/ тăватă предметпа та «5» паллă илнĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, тĕп патшалăх экзаменĕсем Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта иртеççĕ. Шкула кĕнĕ чухнех выпускниксене çирĕп контроль витĕр кăлараççĕ. 2014 çултан тĕп патшалăх экзаменĕсене офлайн-видеоçырав çине ÿкереççĕ. Çакă чылай чухне тавлашуллă ыйтусене татса пама май парать.

Аудиторине кĕрсе ларнă тăххăрмĕшсене тĕрĕслевпе виçев материалĕсем параççĕ. Унтан вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне çирĕплетеççĕ.

– Тăхăр класс пĕтерекенсем ытларах обществознани /137/, географи /99/, биологи /74/, физика /39/ предмечĕсене кăмăллани курăнать. Çакă ыт ахальтен мар, паллах. Регионта инженери, ял хуçалăх экономики, медицина специалисчĕсем çитмеççĕ, – палăртрĕ район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Елена Никифорова.

Тăххăрмĕшсен йышĕнче аутсайдерсем те çук мар. Вун тăваттăн вĕсем. Хăрасах ÿкме кирлĕ мар, вĕсене шанăç параççĕ: сентябрь уйăхĕнче тепĕр хут тĕп патшалăх экзаменне тыттараççĕ.

«Класри сехет çĕмĕрĕлсе ларнă – шумасть»

Тăхăр класс пĕтернисен ĕç-хĕлĕпе паллашнă май кăçалхи вĕренÿ хастарĕсемпе тĕл пулса калаçас килчĕ. Кивĕ Эйпеçри тĕп шкулăн выпускникĕпе – Анастасия Сусметовăпа нихăçан асран тухман вăхăтсене аса илтĕмĕр.

– Настя, вĕренÿ тапхăрĕн тăхăр çулĕ хыçра. Малаллахи ĕмĕт-шухăшсем еплерех?

– Елчĕкри вăтам шкула каяс ĕмĕтлĕ. Çак кунсенче заявлени парасшăн.

– Эсĕ кăçалхи тăххăрмĕшсенчен хĕрлĕ аттестатпа тухнă хĕрсенчен пĕри. Çăмăл-и «5» паллăпа кăна вĕренме?

– Тăхăр класс пĕтерсе чĕрĕкре «4» паллă кăларса курман, яланах шăкăрин «5» пулнă. Ытти чухне «4» паллă илнисем пулнах ĕнтĕ. Çăмăл-и вĕренме е йывăр – ку пирĕн тĕп тивĕç.

– Эсĕ кăçал тĕп патшалăх экзаменĕсене пурне те лайăх паллăпа тытнă. Ăнăçăва малтанах шаннă-тăр?

– Тÿрех калатăп, пурне те «5» паллăпа тытатăп тесех шанман. Малтанах питĕ хăраттăм. Каярах, 15-ĕн аудиторине кĕрсе ларсан, шикленни иртсе кайрĕ. Кашни предметпах палăртнă вăхăт çитиччен заданисене пурнăçларăм. Пĕринче, вырăс чĕлхипе тытнă чухне, ĕçе вĕçленĕ май стена çинчи сехете пăхатăп, вăл шав пĕр вырăнта тăрать. Мĕскер вăхăт шумасть тетĕп. Сехечĕ чарăнса ларнă иккен, ăна часах улăштарчĕç.

– Экзаменсене лайăх тытас тесен мĕн тумалла?

– Паллах, вĕренмелле, ăс-тăна, тавра курăма куллен çивĕчлетмелле. Урокра вĕренни кăна çителĕксĕр, кĕнеке нумай вуламалла, Интернетри çĕнĕлĕхсемпе паллашмалла. Калăпăр, математикăпа пĕр задачăна шутласа кăлараймастăн, паян ăна тĕплĕн ăнлантарса паракан МГУ студенчĕсен видео материалĕсене пăхатăп. Çавăнпа та эпĕ интернетпа çав тери туслă.

– Пур енĕпе та тавра курăма анлăлатса пыракан хĕр ачана олимпиадăсене те тăтăшах хутшăнтарнă пулĕ?

– Шкул чысне виççĕмĕш класран хÿтĕлеме пуçланă. Чи малтанах ЧР Вĕренÿ министерстви йĕркеленĕ ăс-хакăл вăййисене хутшăннине лайăх астăватăп. Кунта, паллах, аннен, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Татьяна Федоровнăн, тÿпи пысăк. Çиччĕмĕш класра Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадин район шайĕнчи тупăшăвĕнче харăсах пилĕк предметпа призерсен йышне кĕни уйрăмах хавхалантарчĕ. Ун хыççăн кашни çулах тĕрлĕ предметпа районти призерсен йышне кĕнĕ.

– Настя,олимпиадăсене хутшăнни мĕн парать; Чи юратнă предметсем хăшĕсем?

– Чи малтанах хăвăн пĕлĕвне ыттисемпе танлаштаратăн. Унтан вăл е ку предмета анлăрах пĕлес тесе малалла ăнтăлатăн. Олимпиадăна хатĕрленсе шкулта учительпе кăна лармастăн, килте нумай вĕренетĕн, кĕнекесем шĕкĕлчетĕн.

Чи юратнă предметсем – вырăс чĕлхипе литератури тата математика. Пуçа ĕçлеттернин, нумай вуланин усси пысăк.

– Эсĕ вĕренÿре кăна мар, спортра та пултаруллă тенине илтнĕ.

– Физкультура учителĕ В.Марков районти ăмăртусене хутшăнма чĕнсен хаваспах хутшăнатăп. Физкультура олимпиадисенчен те пăрăнман. Мана ытларах гимнастика килĕшет.

– Пушă вăхăтра мĕнпе интересленетĕн?

– Елчĕкри искусство шкулĕн ташă ушкăнĕнчен вĕренсе тухрăм. Халĕ унтах ÿнер ĕçне хăнăхатăп. Чун киленĕçĕ – ÿкересси. Тĕп патшалăх экзаменĕнче те, пĕр шутласан, заданисене çăмăл тееймĕн, хатĕрленсе çитнĕ, тĕплĕн тепĕр хут тĕрĕслесе тухнă хыççăн пуçа кантармалла ÿкерме хăтланатăп.

– Настя, эсĕ ЧР Пуçлăхĕн кăçалхи стипендиачĕ. Вĕренÿри ăнтăлушăн тивĕçнĕ эсĕ ăна. Апла пулсан патшалăх тăрăшуллисене хавхалантарать. Эсĕ мĕн шутлатăн çакăн пирки?

– Патшалăх шкул ачисем çине пысăк тимлĕх уйăрать, вĕренме, хушма пĕлÿ илме мĕнпур условисем туса парать. Тăрăшса вĕренни такама мар, хамăрах кирлĕ. Çирĕп ăс-тăнлă çынсем обществăра ятлă-сумлă.

– Тăван шкулпа сывпуллашнă май мĕн калама пултаратăн?

– Хама вĕрентнĕ учительсене пурне те пысăк тав. Уйрăм хисепе пĕрремĕш вĕрентекенĕм Е.Григорьева тивĕçлĕ. Чи çывăх тантăшăмпа Карина Новиковăпа та çулсем уйрăлнишĕн тунсăхлатăп. Вăл та Елчĕк шкулне каять-ха, анчах та малалла пĕр профильпе вĕренмĕпĕр, шухăш-ĕмĕтсем расна. Тăван шкул яланах ырă аса илÿсемпе кăна тăрса юлĕ.

Экзаменсем кăлтăксăр иртнĕ

Кăçал районти шкулсенчен 106 ача вунпĕр класран вĕренсе тухнă. Пурте алла аттестат илнĕ. Вĕсенчен 19-шĕ вĕренÿ отличникĕсем.

Хальхи вăхăтра выпускниксем хăйсен докуменчĕсене тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсене кайса парас ĕç пырать. Паллах, чылайăшĕ тĕрлĕ аслă шкулсене çул тытаççĕ.

Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенче чи пысăк балл пуçтарнă хĕрсемпе каччăсен шикленме сăлтавĕ çук: вĕсемшĕн хăйсем суйласа илнĕ профильпе малалла вĕренмелли майсем çав тери пысăк.

– Кăçал экзаменсем йĕркеллĕ, пысăк кăлтăксемсĕр иртнĕ. 11-мĕш класран вĕренсе тухакансенчен нумайăшĕ общество пĕлĕвĕ, физика, биологи тата хими предмечĕсене суйланă. Çакна та палăртмалла: икĕ вĕренекен – Елчĕк шкулĕнчи Артемий Филиппов химипе, Екатерина Агеева вырăс чĕлхипе 100 балл пуçтарнă, – пĕлтерет Елена Никифорова.

Çавăн пекех Екатерина Агеева математикăпа 98, физикăпа 96 балл пухнă. Тарăн пĕлÿ илнисен йышĕнче Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Кирилл Чернов /физикăпа 98, информатикăпа 91 балл/, Елчĕкри Владислав Осиповпа Наталья Рукавишникова химипе 95-шер балл, Елчĕкри Анна Кузьмина, Артемий Филиппов, Александр Иванов, Марина Ласточкина, Эмилия Петухова, Наталия Рукавишникова, Дария Прохорова, Кушкăри Алина Гималетдинова, Гузель Димухаметова вырăс чĕлхипе 96-91-шар балл пухма пултарнă.

Физиксен йăхĕнчен

Елчĕкри Екатерина Агеева районти вĕренекенсем хушшинче паллă ят. ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ «5» паллăсемпе вĕреннисĕр пуçне спортра та пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă. Катя 7-мĕш класран районти олимпиадăсене хутшăннă, çĕнтерÿçĕпе призерсен йышне кĕнĕ. 9-10 классенче вара регионти олимпиадăра ОБЖпа, астрономипе призер, 11 класра астрономипе çĕнтерÿçĕ, физикăпа тата физкультурăпа призер пулса тăнă.

– Регионти олимпиадăсене хутшăнасси чăн-чăн тĕрĕслев. Унта чылай кăткăс задачăсене шутлама тивет. Вăл патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнчен те ытларах хăратать. Шикленсе ÿкнĕрен лăпланма эмел ĕçекенсене те курма тивнĕ. Мана хамăн наставниксем пулăшса, хавхалантарса тăнă. Пурне те тав тăватăп вĕсене. Уйрăмах Алексей Ардалионович Данилова. ППЭрен эпĕ хăраман. Паллах, кăштах хумханнă ĕнтĕ, кăштахранах хумханăва сирме тăрăшнă. Шкулта предмета лайăх вĕренсе ăса хывсан патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ никама та хăратмалла мар, – тет Елчĕк шкулĕнчен медальпе вĕренсе тухнă хĕр.

Катьăн чи юратнă предмечĕсем математикăпа физика. Ăс-тăн наукисемпе ачаран интересленни ыт ахальтен мар. Катьăн ашшĕпе амăшĕ физиксем. Асламăшĕ математик. Аслашшĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ Алексей Васильевич, чылай çул Аслă Елчĕкри вăтам шкулта вĕрентнĕ. Çивĕч ăс-тăнĕпе, пултарулăхĕпе вăл физика, астрономи енĕпе аспирантурăна вĕренме кĕнĕ, анчах та ют чĕлхе пĕлменни ĕмĕтне малалла пурнăçлама май паман.

– Эпĕ асаттен ĕмĕтне пурнăçа кĕртме тăрăшатăпах. Çавăнпах Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ университета физика факультетĕнче астрономи специальноçне алла илес тесе заявлени кайса патăм. Пурнăçăма наукăпа çыхăнтарасшăн, – тет малашлăха çивĕч тинкерекен пике.

Пĕлĕвне хăш енĕпе çыхăнтарассине хĕр вуннăмĕш класра лайăх ăнланса илнĕ. Çавна май Раççей шайĕнчи тĕрлĕ конкурссенче тупăшнă. Калăпăр, Мускаври физикăпа техника институчĕ йĕркеленĕ олимпиадăна хутшăннă вăл. Заочно майпа иртекен тапхăрта çĕнтерсе Шупашкара килсе ирттернĕ олимпиадăра призер пулса тăнă. Çак çитĕнÿ ăна аслă шкулта экзамен тытмалла пулманнине, тÿрех 100 балл панине палăртма уйрăмах кăмăллă.

Катя вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех ППЭ тытма çине тăрса хатĕрленнĕ. Учительсемпе те, хăй тĕллĕн те вĕреннĕ, йывăр задачăсен тупсăмне шыранă.

Экзаменра чи нумай балл пухас тесен мĕн тумалла-ха?

– Нумай хатĕрленмелле, саккунсене, правилăсене пĕлмелле, пуçа шухăшлаттармалла. Темле йывăр пулсан та хамăра килĕшекен ĕçе вĕренмелле. Кашнийĕн хăйĕн юратнă ĕçне тупмалла. Çакă ман шутпа, пурнăçра чи кирли, – тет тĕрлĕ енлĕн, тарăн шухăшлаканскер.

Наукăпа кăсăкланакан ташлама юратать. Ăна кĕнеке вуласа ларасси пит интереслентермест, унăн яланах пуçа ĕçлеттермелле, çĕннине шыраса тупмалла, ăна малалла аталантармалла…

Хĕрĕн тĕллевĕсем пурнăçа кĕччĕрех.

В.СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code