Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кредита саплаштарма – 450 пин тенкĕ

Кредита саплаштарма – 450 пин тенкĕ

Нумай ачаллă çемьесем ипотека кредитне тÿлесе татассинче патшалăх пулăшăвĕпе усă курма тытăнаççĕ.

РФ Президенчĕ Федерацин «О мерах государственной поддержки семей, имеющих детей, в части погашения обязательств по ипотечным жилищным кредитам /займам/ и о внесении изменений в статью 132 Федерального закона «Об актах гражданского состояния» саккунне алă пуснă. Саккуна Патшалăх Думипе Федераци Канашĕ ырланă.

Саккунра палăртнă тăрăх, патшалăх пулăшăвĕпе Раççей Федерацийĕн гражданĕсем – ипотека кредитне илнĕ тата çемйинче 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çуралнă – 2022 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен çуралакан виççĕмĕш е ун хыççăн çуралнă ачасемлĕ ашшĕ е амăшĕ усă курма пултарать. Çак социаллă пулăшăва /450 пин тенкĕ/ ипотека кредитне саплаштарма пĕр хутчен параççĕ. Саккунра палăртнă тăрăх, ку пулăшупа усă курас тесен, кредит килĕшĕвне 2023 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен тумалла. Палăртса хăвармалла, ачасен тĕлĕшĕпе ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарнисем ку пулăшупа усă курма пултараймаççĕ.

Раççей Президенчĕ палăртнă тăрăх, çак пулăшу çумне Амăшĕн капиталĕн суммине хушсан, 900 пин тенкĕ ытла пуçтарăнать. Ăна ипотека кредитне саплаштарма яни çемьешĕн курăмлă пулăшу. Чылай регионта çак сумма хваттер хакĕн пĕчĕк мар пайĕ пулса тăрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code